Суббота, 20 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Елчĕксем — чи хастаррисем

Елчĕксем — чи хастаррисем

Пирĕн районти тыр-пул ăстисем кăçал нихçанхинчен те ытларах тыр-пул пухса кĕртнĕ.

Çанталăк условийĕсене пăхмасăр, вĕсем ăна пĕр тăкаксăр алла илме те пултарнă. Пĕтĕмпе илсен 67350 тонна тĕш тырă туса илнĕ, вăтам тухăç 1 гектар пуçне шутласан 31,8 центнерпа танлашнă.

Иртнĕ эрнере ял хуçалăхĕнче тата продукцие тирпейлекен промышленноçра ĕçлекенсен республикăри уявĕнче тыр-пул туса илессинче пысăк кăтартусем çывхартнă Елчĕк районĕ I степень Диплома тивĕçнĕ.

Сăн ỹкерчĕкре: Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тата Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ — ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхне Николай Миллина саламлаççĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code