Пятница, 19 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Кун-çул сукмакĕ вăрăм та анлă

Кун-çул сукмакĕ вăрăм та анлă

Савнă ялăм — Сăрьел

Истори докуменчĕсем тăрăх, Сăрьел ялне 1670 çулта никĕсленĕ.1930 çулхи мартăн 18-мĕшĕнче ялта «Марс» колхоз йĕркеленнĕ. Председатель пулма Чулхуларан «25 пинлисен» йышĕпе килнĕ Кадир Музыкова суйланă. Малтанах коллективлă хуçалăха 24 хресчен кĕнĕ. Каярахпа ялта пурăнакансем пурте колхоза çырăннă. Пурăна киле колхоз выльăх-чĕрлĕх витисем туса лартнă. Вĕсенче мăйракаллă шултра выльăх, сысна, сурăх, чăх-чĕп ĕрчетнĕ.

Хуçалăх ăнăçлă аталанса пынинче Абдулла Гаязович Гаязов председателĕн тỹпи пысăк. Вăл колхоза 1931-1946 çулсенче ертсе пынă. Аттелĕхĕн Аслă вăрçи вăхăтĕнче колхоз фронта 178 пăт тырă ăсатнă, «Колхозник Чувашии» танк колонни валли 105 пин тенкĕ укçа уйăрнă. Абдулла Гаязович хăйĕн укçи-тенкипе самолет туянса ăна Совет Союзĕн Геройне А.В.Кочетков летчик-истребителе парнеленĕ. Çавăн пекех ял çыннисем фронта аш-какайпа, ăшă тумтирпе тивĕçтерес тесе çĕрне-кунне пĕлмесĕр вăй хунă.

«Марс» колхоз районта кăна мар, республикăра та малтисен йышĕнче пулнă. Патшалăха аш-какай, сĕт, тĕш тырă сутмалли плана тăтăш ирттерсе пурнăçланă. Йывăр çулсенче те хуçалăх кашни гектартан 22-23 центнер тĕш тырă туса илнĕ. И.В.Сталин Аслă главнокомандующи те Сăрьелсене тухăçлă ĕçшĕн икĕ хутчен телеграмма ярса тав тунă.

А.Гаязова ял халăхĕ манмасть. Ăна асăнса ялта палăк лартнă. Унăн вил тăприне типтерлĕн пăхса тăратпăр.

Аттелĕхĕн Аслă вăрçине пирĕн ялтан 220 çын хутшăннă, вĕсенчен 119-шĕ вăрçă хирĕнчен таврăнайман.

Ят-сум темрен паха

Эпĕ 1940 çулхи майăн 11-мĕшĕнче колхозник çемйинче çуралнă. Атте Аттелĕхĕн аслă вăрçинче 1943 çулта Ленинград патĕнче пуçне хунă. Анне тивĕçлĕ канăва тухичченех «Марс» колхозра ĕçленĕ. 1947 çулта ялти шкула пĕрремĕш класа кайрăм. Çичĕ класс пĕтертĕм. Малалла вĕренме май пулманнипе колхозра ĕçлеме пуçларăм.

Ачалăх çăмăл килмерĕ. Тантăшсемпе пĕрле пиллĕкмĕш класран лаша кỹлнĕ, колхоз уй-хирĕнче çум çумланă. Тăраниччен çисе те курман. Тумтир япăхчĕ. Урана хĕлле çăматă, ытти чухне çăпата тăхăннă. Каланкка хутма навусран брикет хатĕрлеттĕмĕр. Çĕрĕпе çăраттăмăр ăна, ирхине хĕвел çине типме сарса хураттăмăр.

Яш çулне çитсен сысна ферминче скотникре, унтан анасене нỹрĕк тытнă çĕрте ĕçлерĕм. Лашасене плугсем кăкарса ярса çĕре кăпкалататтăмăр. Çĕр ĕçне ытларах лашапа пурнăçлаттăмăр.

Ака вăхăтĕнче комсомолецсемпе çамрăксен бригади йĕркелетчĕç. Харсăр çамрăксене ВЛКСМăн районти комитечĕ Хисеп грамотисем парса чыслатчĕ. Ун пек хисепе эпĕ те пĕрре мар тивĕçнĕ.

1957 çулта хамăр вăйпа улăма тăмпа хутăштарса кирпĕч çапма пуçларăмăр. Ăна ытларах выльăх-чĕрлĕх сарайĕ тума усă курнă. Ялта тăм кирпĕчрен тунă çуртсемпе мунчасем те пурччĕ.

Хĕллехи кунсенче вăрмантан пĕренесем, çулла уй-хиртен лаша ритванĕсемпе кĕлтесем турттарнине епле манăн! Ĕçе ирех каймалла пулнă пирки эпир лаша витинчех çывăрнă. Кĕлтесене йĕтем çине тиесе килеттĕмĕр. Вĕсене хĕрарăмсем хĕлĕпе молотилкăпа çапатчĕç.

1959 çулта Совет çарне кайрăм. Ракета çарĕнче виçĕ çул та виçĕ уйăх службăра тăтăм. Салтак тумне хывсанах «Победа» колхоза ĕçе вырнаçрăм. Ăçта кăна ĕçлемен-ши? Платникре те, грузчикре те… Малалла вĕренес ĕмĕте вара нихăçан та çухатман.

1963 çулта мана Сăрьелти культура çуртне ертсе пыма шанчĕç. Каярахпа экономист специальноçне алла илнĕ хыççăн пĕр вăхăт «Победа» колхозра тăрăшрăм. Пурнăç çулĕ Елчĕкри райпона илсе çитерчĕ. Унта тĕрлĕ должноçра чылай çул ĕçлерĕм. Вăл çулсенче районти поотребительсен канашĕн 77 лавкка, 28 столовăй шутланса тăратчĕ. Лавкка çук ял пулман. Шкулсенче буфетсем ĕçленĕ.

1992 çулта çĕнĕрен йĕркеленнĕ «Марс» хуçалăха тĕп экономиста ĕçлеме куçрăм. Тỹрĕ кăмăллă ĕçшĕн панă наградăсем те чылай пухăнчĕç.

Ĕмĕр тăршшĕпех чăвашсем хушшинче ĕçлесе пурăннăран чăваш чĕлхине начар мар пĕлетĕп. Районти тутарсемпе чăвашсем мĕн авалтан туслă пурăнаççĕ. Кирек мĕнле тĕне ĕненсен те пире яланах туслăх, пĕрлехи ĕç пĕрлештерет. Хамăр ялти мечĕте çỹретĕп. Май килнĕ таран пĕччен пурăнакан ватăсене, сусăрсене пулăшма тăрăшатăп. Районти ĕçпе вăрçă ветеранĕсен канашĕн членĕ пулнă май ветерансемпе йĕркелекен тĕл пулусене хаваспах хутшăнатăп. Хисеплĕ ят-сума нимĕнле укçа-тенкĕпе те виçеймĕн.

Р.ХАРИСОВ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code