Понедельник, 3 октября, 2022   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Общество и право > «Хĕрỹ лини» ĕçлет

«Хĕрỹ лини» ĕçлет

Пĕтĕм тĕнчери пахалăх кунне халалласа Чăваш Енри гигиенăпа эпидемиологи центрĕ ноябрĕн 8-13-мĕшĕсенче таварсен пахалăхĕпе, потребительсен çăмăллăхĕсемпе çыхăннă ыйтусемпе «хĕрỹ лини» йĕркелет.

Эсир хăвăра кăсăклантаракан ыйтусене 9 сехетрен пуçласа 15 сехетчен 56-46-66, 56-29-01, 56-29-19, 56-29-00 номерлĕ телефонсемпе шăнкăравласа пама пултаратăр. Çавăн пекех çак адреспа: Шупашкар хули, Федор Гладков урамĕ, 17-мĕш çурт, 2-мĕш хут, 201, 202 номерлĕ пỹлĕмсенче йышăнаççĕ.

х х х

Ноябрĕн 13-24-мĕшĕсенче республикăра «Вилĕмпе ăçта суту-илỹ тунине пĕлтер» тата ноябрĕн 13-22-мĕшĕсенче «Раççей ачисем» ятсемпе наркотике хирĕçле акцисем иртеççĕ.

Вĕсен тĕп тĕллевĕ — наркоманипе çыхăннă саккунсем, ку енĕпе саккуна пăссан тивекен яваплăх пирки ăнлантарасси, наркотикпе суту-илỹ тăвассине, унпа усă курассине хирĕç кĕрешессине вăйлатасси тата çак ĕçе общественноçа анлăн явăçтарасси.

Оперативлă информаци йышăнассине йĕркелес тĕллевпе «хĕрỹ лини» ĕçлет. Наркоманипе чирлисене вăхăтра консультаци тата сиплев пулăшăвĕ парассипе çыхăннă ыйтупа, наркотикпа суту-илỹ тунине е наркопритон йĕркеленине, ку енĕпе саккуна пăснă ытти тĕслĕхсем пулнине пĕлтерме граждансем 2-50-02, 2-54-75 номерсемпе шăнкăравлама пултараççĕ.

Н.БАЙДУГАНОВ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code