Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Нумай пурăн эс пире савăнтарса…

Нумай пурăн эс пире савăнтарса…

89 çулпа пыракан Зинаида Капитоновна алăк чĕриклетнине илтнĕрен майĕпен вырăн çинчен тăрса ларчĕ.

— Ара, кỹршĕ Таня тин çеç каçса килнĕччĕ, мĕн те пулин манса кайрĕ пулĕ, — вĕлтлетрĕ хĕрарăмăн пуçĕнче çавра çил пек шухăш.

Çу кунĕсенче хулара тăрас килменрен вăл тăван килне кайма кăмăл пуррине пĕлтернĕ. Ачисем куллен кунта тăрайманран, Татьяна Лотковăна амăшне вăхăтлăха пулăшма ыйтнă. Ватлăхра пушшех тăван кил-çуртран хакли нимĕн те çуккине çулсем иртнĕçемĕн лайăх ăнланатпăр. Кирек ăçта кайсан та вăрман сывлăшĕ çитмест ĕмĕрне Шăмалакра пурăнса ирттернĕ Зинаида Капитоновнăна. Ялти кашни çын ырă суннине, вăрманти кашни йывăç-тĕм канăçлăх парнеленине чун-чĕрипе туять вăл.

— Зинаида Капитоновна, эпир-ха ку. Мĕнле сирĕн сывлăхăр? — çутă та пысăк йывăç пỹрте пырса кĕрсенех янăравлă та ăшă сасăпа сăмах хушса ватăна пырса ыталарĕ ялти хĕрарăмсен канашĕн ертỹçи Венера Усанова.

— Венера, эсĕ пултăн-и? Аванах тăратăп, — тесенех хĕрарăмăн пит-куçĕ ăшă кулăпа çуталчĕ. Пире хăйĕн кравачĕ çумĕнчи пукансем çине ларма сĕнчĕ.

Венера ялти хĕрарăмсен кун-çулĕпе, пурнăçĕпе, вăй-халĕпе тăтăшах интересленсе тăрать. Кам мĕнле пурăннине те лайăх пĕлет. Вăхăт тупса вĕсене тĕрлĕ уявсемпе саламлама çитет.

Зинаида Капитоновна Денисовăпа пуçарнă шăкăл-шăкăл калаçу аннесем çинчен пычĕ.

— Пĕлтĕр Шупашкарти больницăра выртса сипленме тỹр килчĕ. Ларатпăр çапла чăвашла пуплесе тепĕр ватăпа. Унччен те пулмарĕ, палатăна пĕр ытам роза чечекĕ йăтнă мăнукпа арăмĕ килсе кĕчĕç, — терĕ те ватă, пит-куçĕ савăнăç тумламĕпе тулчĕ.

Чи малтанах асламăшне, унтан хăйсен амăшĕсене уявпа чечек парнелеме каяссине пĕлтернĕ çамрăксем. Апла пулсан ватăна, ашшĕ-амăшне хисеплесе ỹсеççĕ. Çакăнтан ырри мĕн пултăр!

Мăнукĕпе кинĕ асламăшне чечек парнелесе ăшăран та ăшă сăмахсем каласа саламланине пĕр палатăра сипленекен хула майрисем те тивĕçлипе йышăнчĕç.

— Эпир те вăхăтĕнче маттур, хастар пулнă. Ватлăх хăйĕннех тăвать, — тет ялти хисеплĕ хĕрарăм.

Мăшăрĕпе, пурĕ 40 çула яхăн «Слава», ун хыççăн «Свобода» хуçалăхсене ăнăçлă ертсе пынă Иван Яковлевич Денисовпа, виçĕ ача çуратса ỹстернĕ. Çемье пуçĕн ял хуçалăх производствинче тунă сулмаклă утăмĕсене эпир пысăка хурса хаклатпăр, анчах унăн мăшăрĕ пирки пит пĕлсех каймастпăр. Зинаида Капитоновнан пурнăç урапийĕ пĕр тикĕс шуман. Ытти ял ачисем пекех пилĕк класс пĕтерсен хирте çум çумланă. Вăрçă вăхăтĕнчи йывăр çулсене те вăл салхуллăн аса илет.

Çичĕ класс пĕтерсен хĕрача Пăва хулине вĕренме каяс ĕмĕтпе çунатланнă. Анчах вăрçăран пиччĕшĕн вилнĕ хучĕ килни унăн ĕмĕтне татнă. Çичĕ класа Мухтав грамотипе вĕренсе пĕтернĕ хĕр вара Патăрьелĕнчи педучилищĕне каять. Иккĕмĕш курсра йывăр чирленĕрен ăна пăрахма тивнĕ. Колхоза ĕçе тухнă. Каярахпа теветкеллĕ те ăшă кăмăллă хĕр медучилищĕне вĕренме кĕрет. 1947 çулта алла диплом илсен ăна Тутар Республикин пĕр районне ĕçлеме яраççĕ. Икĕ çултан тăван яла таврăнать. Ялти фельдшерпа акушер пунктне ĕçлеме вырнаçать, Канашри медучилищĕре вĕренсе пĕлĕвне тата ỹстерет.

Хăй калашле, Якку Иванĕпе паллашать те, çемье çавăрать. Шăкăл-шăкăл калаçса пурăннă мăшăр. Хĕрарăм арçыншăн çирĕп тĕрев, кил ăшшине упраканĕ, çывăх юлташ пулса тăнă. Пĕр ỹстермесĕр калама пулать, Иван Яковлевич тунă çитĕнỹсем Зинаида Капитоновнăран та нумай килни куçкĕрет.

— Тата та пурăнмалли çынччĕ. Мана пĕччен тăратса хăварчĕ, — тет 12 çул каялла çухатнă мăшăрне аса илнĕ май.

Зинаида Капитоновна Шăмалакри фельдшерпа акушер пунктне 34 çул ертсе пынă. Ял çинче сăваплă ĕçпе пысăк ят-сум çĕнсе илнĕ. Хăйĕн ĕмĕрĕнче миçе çынна вилĕмрен çăлса хăварнин, миçе ачана çут тĕнче пилленин шутне те пĕлмест. 1978 çулта пултаруллă медработника «Чăваш АССР сывлăх сыхлавĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» ят парса чысланă.

Денисовсен хĕрĕсемпе ывăлĕ тĕрлĕ специальноç суйласа илнĕ. Хăйсен юратнă профессийĕсемпе ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă. Паян мăнукĕсем те ырă та пултаруллă ĕçĕсемпе савăнтараççĕ асламăш-кукамăшне. Амăшĕ хулари пек хăтлăхра пурăнтăр тесе ачисем кил-çуртне çĕнетнĕ, санузел вырнаçтарнă.

Акă кĕсье телефонĕ умлă-хыçлă шăнкăртатать. Ачисем кунне темиçе хут та шăнкăравлаççĕ.

— Анне, эпир яла килме тухнă. Часах çитетпĕр. Епле те пулсан тата нумай-нумай çул пурăн эсĕ. Эс пуртан тĕнче илемлĕ те çутă, — теççĕ пĕр тăвансем.

Питĕ тĕрĕс сăмахсем, аннесем пуртан мĕн пур çут тĕнче илемлĕ, эпир телейлĕ. Вĕсем çук пулсан вара эпир хевтесĕр те хỹтлĕхсĕр… Пурăнăр аннесем, пурăнăр…

В.СМИРНОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code