Четверг, 25 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Культура > Çамрăк çемьесене чысланă

Çамрăк çемьесене чысланă

Календарьти чи илемлĕ те ăшă уявсенчен пĕрне — Амăшĕн кунне районта анлă паллă тунă.

Районта нумай ачаллă 292 çемье пурăнать, вĕсенче 975 ача çитĕнет. Кăçал кăна 28 çемье нумай ачаллисен йышне кĕнĕ.

Çемьене пĕчĕк кайăк вĕçсе килни калама çук пысăк телей. Ача çуралнине уявланин йăли-йĕркине Лаш Таяпари фольклор ушкăнĕ питĕ витĕмлĕ кăтартса пачĕ. Сăпка юррине, пил сăмахĕсене итленĕ май кашни амăшĕн чун-чĕри çепĕçлĕхпе, ачашлăхпа тулчĕ.

Нумай ачаллă çемьесене район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçласа пыракан Леонард Левый саламларĕ. Вăл Аннесен кунĕ чи кăмăллă та çепĕç уяв пулнине, ĕмĕртен хĕрарăм кил вучахне чĕртсе, ăшшине упраса пурăннине палăртса патшалăхăн çемьене çирĕплетес, амăшлăхпа ачалăха хỹтĕлес политикăна пурнăçа кĕртсе пынă çĕрте пысăк тỹпе хывакан Аслă Елчĕкри Татьянăпа Владимир Филимоновсене, Кĕçĕн Таяпари Татьянăпа Сергей Муллинсене, Тип Тимешри Алинăпа Сергей Егоровсене, Аслă Шăхальти Светланăпа Владимир Архиповсене, Аслă Таяпари Еленăпа Юрий Рукавишниковсене район администрацийĕн Тав хучĕсене, парнесем парса чыс турĕ.

ЗАГС пайĕн начальникĕ Надежда Баймушкина районти 100-мĕш ача çуралнине регистрациленине пĕлтерчĕ. Вăл — Ĕнелĕнчи Дмитрийпе Алина Исаковсен Ярослав ывăлĕ. Çамрăк ашшĕпе амăшне савăнăçлă лару-тăрура ача çуралнин свидетельствине парса чысларĕç. Ярослав — телейлĕ мăшăрăн иккĕмĕш пепки.

Районти хĕрарăмсен канашĕн ертỹçи Евгения Михайлова пухăннисене уявпа саламланă май общество ĕçĕнче хастар амăшĕсене — Аслă Елчĕкри Татьяна Филимоновăна, Патреккелĕнчи Зинаида Орловăна тата Шăмалакари çичĕ ачаллă Надежда Львовăна Чăваш Республикинчи хĕрарăмсен пĕрлĕхĕн Хисеп грамотине парса чыс турĕ.

РФ Пенси фончĕн Елчĕк районĕнчи пайĕн ертỹçи Зинаида Яковлева нумай ачаллă çемьесене патшалăх тĕрлĕ енчен пулăшу пани çинчен чарăнса тăчĕ. Акă районти 1511 амăшĕ пилĕк е ытларах ача çуратнăран 50 çултах тивĕçлĕ канăва тухнă. 2007 çултанпа районти 1243 çемье Амăшĕн капиталĕн сертификатне илнĕ. Вĕсенчен 837-шĕ патшалăх пулăшăвне çурт-йĕр çавăрма, 25-шĕ ачисене вĕрентме усă курнă. Хальхинче сертификата Акчелĕнчи Ирина Кузнецова, Патреккелĕнчи Марина Маркова, Елчĕкри Алена Шляпина тивĕçрĕç. Район администрацийĕн çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн ертỹçи Марина Павлова Чăваш Республикин Пуçлăхĕн хушăвĕпе килĕшỹллĕн республикăри виçĕ е ытларах ачаллă çемьесене çĕр лаптăкĕ уйăрса панине, хальлĕхе районти 170 çемьене çĕрпе тивĕçтернине пĕлтерчĕ. Тип Тимешри Егоровсен çемйи уявра шăпах çак сертификата илме тивĕç пулчĕ.

Районти тĕп больницăри Надежда Афанасьева педиатр врач ачасен сывлăхĕ пирки чарăнса тăчĕ. Аслă Пăла Тимешри Зинаида Портнова ĕç ветеранĕ, пилĕк ача амăшĕ, сакăр мăнукăн асламăшĕ-кукамăшĕ анне çинчен çырнă сăввине вуласа пачĕ.

Амăшĕсен уявне «Солнышко», «Чебурашка», «Шевле» ача садне çỹрекенсем тата илем кỹчĕç. Шăпăрлансен юрри-ташши пухăннисен кăмăлне тата хавхалантарчĕ.

В.СМИРНОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code