Четверг, 25 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Новости республики > Яланах пĕрле пулар

Яланах пĕрле пулар

Çыхăну уйрăмĕсенче «Елчĕк ен» хаçата 2018 çулхи пĕрремĕш çур çула çырăнтармалли тапхăрăн шутлă кунĕсем юлчĕç. Унăн хакĕ — 404 тенкĕ те 94 пус.

Район хаçатне альтернативлă майпа — тỹррĕнех редакцирен, НФЦран, автовокзал территорийĕнчи Анатолий Краснов предприниматель, Ырсамай тăрăхĕнчи Савиновсен «Юман» тата районти тĕп больница çывăхĕнчи Надежда Герасимова уйрăм предпринимателĕн «Для Вас» лавккисенчен илсе тăрас кăмăллă çынсен «Елчĕк ене» 240 тенкĕпех çырăнма май пур. «Елчĕк ене» ушкăнпа альтернативлă майпа çырăнса илекен район центрĕнчи предприятисемпе организацисенче ĕçлекенсене эрнере икĕ хутчен тухакан хаçата ĕç вырăнĕсене çитерсе паратпăр. Çакă питех те меллĕ, пĕр енчен — ĕçлĕ çыннăн хаклă вăхăчĕ çухалмасть, тепĕр енчен — район пурнăçĕнчен те тăрса юлмасть.

Хаклă вулаканăм! 2018 çулта та пĕрле пулар!

Хаçат редакцийĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code