Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Новости республики > Николай Малышкин — тĕп редактор

Николай Малышкин — тĕп редактор

 

Чăваш Республикин Информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министрĕн Александр Ивановăн 2018 çулхи февралĕн 2-мĕшĕнчи хушăвĕпе килĕшỹллĕн «Елчĕк ен» хаçатăн тĕп редакторĕ пулма Николай Малышкина çирĕплетнĕ. Сăмах май, Николай Федорович Малышкин 1958 çулхи декабрĕн 18-мĕшĕнче Тăрăм ялĕнче çуралнă. Совет Çарĕнче службăра тăнă. И.Н.Ульянов ячĕпе хисепленекен Чăваш патшалăх университетне, ун хыççăн Чулхулари социаллă политика институтне пĕтернĕ çак çынна яланах яваплă ĕç вырăнĕсене шанса панă: «Колхоз ялавĕ» (халĕ — «Елчĕк ен») хаçат корреспонденчĕ, КПСС Елчĕк райкомĕн инструкторĕ, кунтах — пай заведующийĕн çумĕ, ВЛКСМ Елчĕк райкомĕн пĕрремĕш секретарĕ, Тăрăмри тĕп шкул директорĕ, район администрацийĕн вĕренỹпе çамрăксен политикин пайĕ çумĕнче çамрăксемпе ĕçлекен тĕп специалисчĕ. 2011 çултан пуçласа çак вăхăтчен — Аслă Елчĕкри Г.Н.Волков ячĕллĕ пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкул директорĕ. Çав вăхăтрах вăл темиçе кĕнеке авторĕ те.

С.АНАТОЛЬЕВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code