Пятница, 30 сентября, 2022   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Хăюлăх урокĕсем иртнĕ

Хăюлăх урокĕсем иртнĕ

Сталинград хулишĕн пынă çапăçусем пирĕн çĕршыв шăпине анчах мар, пĕтĕм тĕнче шăпине татса панă. Çĕнтерỹ фашистсемшĕн хака ларнă, пирĕн çарсем вĕсен çар техникин пысăк пайне тата опытлă салтакĕсемпе офицерĕсене тĕп тунă.

Сталинграда хупăрласа илнĕ нимĕç çарĕсене 1943 çулхи февраль уйăхĕн 2-мĕшĕнче çапса аркатнине халалласа эрнекун районти шкулсенче хăюлăх урокĕсем иртнĕ. Педагогсем вĕренекенсене совет халăхĕ çĕршывăн ирĕклĕхĕпе никама пăхăнманлăхĕшĕн пынă хаяр вăрçăра сăмахпа виçейми пысăк паттăрлăхпа тата чăтăмлăхпа палăрни, çапăçусенче мĕн тери пысăк терт, çухату тỹсни пирки ветеран-фронтовиксен аса илĕвĕсем, кинофильмсем тата кĕнекесем урлă ĕнентерỹллĕн каласа кăтартнă.

Маларах асăннă уроксене ветеран-фронтовиксем хăйсем хутшăнатчĕç. Шел пулин те, вĕсен шучĕ çулран-çул чакса пырать, сыввисен пысăк пайĕ вырăнпах выртать. Елчĕк район халăхне социаллă хỹтлĕх паракан пайран пĕлтернĕ тăрăх, хальхи вăхăтра районта 16 ветеран-фронтовик пурăнать.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code