Среда, 24 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çивĕч ыйтусем тавра

Çивĕч ыйтусем тавра

Тунтикун район администрацийĕн ларусен залĕнче райадминистрацин структура подразделенийĕсен, предприятисемпе организацисен, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен черетлĕ канашлăвĕ иртнĕ.

Канашлăва ертсе пынă район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин малтанах райадминистрацин тирпейлỹçине Лидия Антоновăна хăйĕн ĕçне нумай çул тỹрĕ кăмăлпа туса пынăшăн Хисеп хучĕпе чысларĕ, тасалăхпа тирпейлĕхшĕн тăрăшассинче унран тĕслĕх илмеллине палăртрĕ.

Февралĕн 2-мĕшĕнче Комсомольскинче Чăваш Республикин Правительствин вице-премьерĕ — ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ. Унăн пĕтĕмлетĕвĕ — паянхи номерĕн «Сĕт хакне урăх йỹнетеймĕн» статьяра.

Кăнтăр енчи районсен канашлăвне хутшăннисен çавăн пекех вырăнти райпо ĕçĕпе паллашма май килнĕ. Кỹршĕсенчен курмалли, вĕренмелли пурах.

— Унта пĕчĕк цехсенчех панулми сĕткенĕ те, пуян ассортиментлă пылак çимĕçсем те кăлараççĕ. Пирĕн мĕншĕн çук? — пусăмлăнах каларĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ. — Уйрăм предпринимательсем производствăпа çыхланасшăн мар, тавар сутасси-туянассине кăна мала хураççĕ.

Калаçу хальхи тапхăрти çивĕч ыйту — сĕт патне тепĕр хутчен куçрĕ: районти выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен станци начальникĕ Ирина Николаева сĕт пахалăхĕ пирки чарăнса тăчĕ. Вăл палăртнă тарăх, районти уйрăм хуçалăхсенче 2348 ĕне шутланать. Ветстанци сĕт пахалăхне тĕрĕслесех тăрать, вакцинаци профилактикине те вăхăтлă туса пырать. Асăннă мероприятисене йĕркелеме патшалăхăн ветеринари инспекторĕсене те явăçтарма пăхнă. Николай Миллин халăх хушшинче сĕт пахалăхне ỹстерес тĕлĕшпе ăнлантару ĕçне анлăн сармалли пирки палăртрĕ.

«Раççей ял хуçалăх центрĕн» Чăваш Енри филиалĕн районти уйрăмĕн ертỹçи Лидия Ишмуратова вăрлăх кондицилĕхĕн ыйтăвне уçăмлатрĕ. Çураки ирттерме кăçал районĕпе 3684 тонна вăрлăх кирлĕ. Паянхи кун тĕлне 2468 тонна е 66,8 процент — тивĕçлĕ шайра. 13 процент вăрлăх элита тата суперэлита шутланаççĕ, 80 проценчĕ — 1-4 репродукциллĕ, 7 процент — япăх пахалăхлисем. Вăрлăха кондицие лартас ĕçе «АСК-Яльчики», «Рассвет», «Яманчурино», «Труд», Ленин ячĕллĕ, «Энтепе», «Комбайн» хуçалăхсем, Ю.Цветков хресчен (фермер) хуçалăхĕ вĕçленĕ. Виçĕ коллектив — «Комбайн», «АСК-Яльчики», Ю.Цветков хуçалăхĕсем — вăрлăх хатĕрлекеннисем. Паянхи кун вĕсенчен çурхи тата пăрçа йышши культурăсен паха вăрлăхне туянма пулать.

Районти централизациленĕ библиотекăсен тытăмĕн директорĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Алина Петрова халăха пулăшỹ кỹрекен ĕç-хĕл çинчен чарăнса тăчĕ.

Район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ — вĕренỹ тата çамрăксен политикин пайĕн ертỹçи Леонард Левый çитес шăматкун пĕтĕм çĕршывĕпе, çавăн пекех районта иртекен «Раççей йĕлтĕр йĕрĕ-2018» массăллă чупăва активлă хутшăнма чĕнсе каларĕ.

Канашлура район пурнăçĕпе çыхăннă ытти ыйтусене те тишкернĕ.

Николай МАЛЫШКИН.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code