Четверг, 28 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çĕнĕ программа ĕçе кĕме пуçланă

Çĕнĕ программа ĕçе кĕме пуçланă

Февралĕн 8-мĕшĕнче Чăваш Республикинчи Ипотека корпорацийĕнче икĕ тата ытларах ача ỹстерекен çемьесене çăмăллăхлă ставкăпа паракан ипотека килĕшĕвне алă пуснă.

Чăваш Енре 6 процентпа пĕрремĕш кредит илекенсем Çĕнĕ Шупашкарта пурăнакан Воронцовсем пулнă. Çамрăксем виçĕ ача çитĕнтереççĕ. Виççĕмĕшĕ çуралнă хыççăн вĕсем çăмăллăхлă ипотека программине хутшăнма шут тытнă.

Воронцовсем унччен 20 çуллăха 12,5 процентпа ипотека кредичĕ илнĕ. Халĕ вара РФ Президенчĕн «Патшалăх пулăшăвĕпе çемье ипотеки» программине хутшăнса ăна 6 процента çити чакарма май килнĕ.

Республикăшăн пĕлтерĕшлĕ пулăма палăртса йĕркеленĕ мероприятие Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та хутшăннă. Вăл патшалăх амăшĕсемпе ачисене пулăшас, çемьесене социаллă хỹтлĕхпе тивĕçтерес çулпа пынине палăртнă.

— Чăваш Ен тата Раççей ырлăхĕ ỹссе пырасси, сывă общество çитĕнесси нумай ачаллă çемьесем ытларах пулнинчен килет, — палăртнă Михаил Игнатьев.

Пĕчĕк процентлă ипотекăна камсене параççĕ?

Иккĕмĕш е виççĕмĕш ача çуралнă хыççăн çемьен 6 процентлă ипотека кредичĕ илме май пур. Урăхла каласан, кивçен илнĕ укçашăн заемщик çулталăкра 6 процент тỹлет. Процентăн ытти пайне тỹлессине патшалăх хăй çине илет.

Программа хăçанччен вăйра тăрать?

Иккĕмĕш ача çуралнă хыççăн çăмăллăхлă кредита виçĕ çул тỹлемелле. Виççĕмĕш ача çуралсан — пилĕк çул.

2022 çулхи декабрĕн 31-мĕшĕччен виççĕмĕшĕ çуралсан çĕнĕ субсидин пилĕк çуллăх вăхăтне иккĕмĕш пепкешĕн тивĕçнин вăхăчĕ тухнă кунран шутлама пуçлаççĕ.

Виççĕмĕш ача малтанхи субсиди вăхăчĕ тухнă хыççăн çуралсан çĕнĕ тапхăра пепке çут тĕнчене килнĕ кунран палăртаççĕ.

Хальхи вăхăтра ипотека тỹлекенсем çăмăллăхпа усă курма пултараççĕ-и?

Маларахри çулсенче ипотека кредичĕ илнĕ ачаллă çемьесен те çăмăллăхлă ипотека илме юрать.

Амăшĕн капиталĕпе ипотека тỹлевĕсене татма ирĕк пур-и?

Çемьесем Амăшĕн капиталне 6 процентпа паракан çăмăллăхлă ипотекăшăн пуçламăш тỹлевĕ пек усă курма пултараççĕ.

Аса илтеретпĕр: Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Владимир Путинăн пуçарăвĕпе Амăшĕн капиталĕн программине 2021 çулччен тăснă. Пĕрремĕш ача çуралнăшăн 2018 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен кашни уйăхра пособи парса тăма пуçланă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code