Суббота, 20 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Хурăн касси хĕрĕпе кинĕ

Хурăн касси хĕрĕпе кинĕ

Ĕçчен те ăста алăллă хĕрарăмсем йышлă Кĕçĕн Таяпара. Вĕсенчен иккĕшĕнпе шăпах уяв умĕн паллашма тỹр килчĕ.

Килте мĕнле ахаль ларăн?

Хурăн касра çитĕннĕ Маргарита учитель дипломне иличчен шкулта пионер вожатăйĕнче, унтан вăрăмлатнă кун йĕркипе вĕренекен ачасен воспитателĕнче тăрăшрĕ. И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнчен вĕренсе тухсан тăван ял ачисене истори тата обществознани предмечĕсене вĕрентрĕ. Мĕн тивĕçлĕ канăва тухиччен тăрăшрĕ педагог хăйĕн юратнă профессийĕпе. 39 çул хушшинче педагогсен коллективĕнче пысăк хисеп çĕнсе илчĕ. 2006 çулта ăна ĕçри хастарлăхшăн «Раççей Федерацийĕн пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ» ят парса чыс тунă.

Хисеплĕ вĕрентекен шкулта та, ун тулашĕнче те пуçарулăхĕпе палăрнă. Пенсие тухсан культура çуртĕнчи «Салампи» кружока çỹреме пуçланă. Унта ал ĕçĕнче ăста, юрă-ташăра сатур хĕрарăмсем пушă вăхăта усăллă ирттереççĕ. Ачаран кĕнеке вулама юратнăран ялти библиотекăран тухмасть педагог. Светлана Агеева библиотекарь кĕнеке тусĕн алли çыпăçуллă пулнине тахçанах пĕлет-ха, анчах кил хуçи хĕрарăмăн, ача амăшĕн, учителĕн ĕçленĕ вăхăтра тĕрлĕ кружоксене хутшăнма вăхăчĕ çитеймен. Тивĕçлĕ канăва тухнă хыççăн Маргарита Галкина хăйĕн ĕçĕсене куравсене тăратнă. Чăваш тĕррипе тĕрленĕ салфеткăсем, чăваш тумне тăхăнтартнă пуканесем уйрăмах йышлă. Мăнукĕсене те чăваш тĕрриллĕ пуканесем парнелеме кăмăллать. Хула ачисем пăхса ытараймаççĕ унăн ĕçĕсене. Кĕпи-саппунне хăй çĕлет, тĕрлет, пуçне тĕрĕллĕ тутăр çыхтарать е тухья тăхăнтартать. Епле килĕшỹллĕ, куç илме çук пуканесенчен. Маçтăрăн пысăк тĕррисенче чăваш халăхĕн чунĕ упранать тейĕн: анлă Атăл хумĕсенчи мăнаçлăх та, хĕвел шевлийĕ те, сарă тулă уйĕсен асамлăхĕ…

Хальхи вăхăтра вăл масмак хатĕрлет. Çипсемпе тĕрленисĕр пуçне вĕтĕ шăрçасемпе ĕçлеме те юратать. Çавăн пекех япаласем çĕлет, тĕрлĕ шкатулкăсем, сувенирсем ăсталать. Пĕр пушă вăхăт та çук унăн.

— Авалтанах тĕрĕ кашни чăваш хĕрĕн пурнăçĕнче тĕп вырăн йышăннă. Пире аннесем шкула кайичченех тĕрлеме вĕрентнĕ. Илемлĕ тĕслĕ икĕ аркăллă кĕпе тăхăнсан, ун çине тĕрĕллĕ саппун çаксан, пуçа тĕрленĕ шурă тутăр çыхсан чăваш хĕрарăмĕ питĕ илемлĕ. Çак капăрлăха асаннесемпе аннесем упраса хăварнă. Халĕ пирĕн хамăрăн ачасемпе мăнуксене вĕрентсе хăвармалла, — тет Маргарита Александровна.

Тĕрлĕ япаласем çыхма та маçтăр Маргарита Галкина. Хăйĕн ăсталăхне ачисене панă, халĕ тата мăнукĕсене вĕрентес килет. Юнашар 10 çулхи мăнукĕ пурăнать те та ăна та ал ĕçне хăнăхтарать. Мăшăрĕ, Вениамин Николаевич, арăмĕн ăсталăхне пысăка хурса хаклать.

Çу кунĕсенче вара капмар та хăтлă çуртра ача-пăча сасси кĕрлесе тăрать: хулари мăнукĕсем çу кунĕсене ытларах вĕсемпе ирттереççĕ. Тутлă апат-çимĕçпе сăйлать вĕсене асламăшĕ-кукамăшĕ. Ачасене юратнăран кашнине ăшшăн пăхать. Çавăнпах яла туртăнаççĕ те мăнукĕсем.

… Е çĕлеме ларать те çĕвви шăрçа пек пулать…

64 çулхи Нина Михайлова Хурăн касси ачине кỹршĕ ялтан качча килнĕ. Унтанпа нумай шыв-шур юхса иртнĕ. Юратнă мăшăрĕпе тăватă ача çуратнă. Çак çулсенче савăнăç-телейне те, хуйхи-суйхине те нумай астивнĕ Нина Михайловна. Ывăлне, мăшăрне çухатнă хыççăн тĕнче хура тумпа витĕннĕ уншăн, çапах йывăрлăха парăнма шухăшламан, пурнăçа малалла йĕркелеме талпăннă.

— Нина, чун-чĕрỹне лăплантармаллах. Ытти ачусемшĕн, мăнукусене ура çине тăратассишĕн тăрăшмалла санăн, — лăплантарнă ăна тăванĕсемпе тантăшĕсем.

— Культура çуртĕнче «Салампи» кружокра тĕрлĕ шăпаллă хĕрарăмсем хăйсене валли киленĕç тупнă. Унта пыр-ха, Нина Михайловна, — тесе чĕннĕ пĕринче куççульпе çăвăнакан хĕрарăма Глафира Григорьева.

Тỹрех мар, темиçе çултан чăнах та унта çỹреме пуçланă вăл. Тантăшĕсемпе чуна уçса калаçни, пурнăçри ỹкерчĕксене пĕрле сỹтсе явни, алă ĕçĕпе аппаланни унăн кăмăлне ăшăтнă, чунри ыратăва майĕпен лăпланма пулăшнă.

Нина Михайловна çамрăкран çĕвĕ машини умне ларнă. Амăшĕ те таврара ку енĕпе маçтăр пулнипе палăрнă. Пĕринче ял хĕрарăмĕсем туй-çăнăхтана чăваш çи-пуçĕ тăхăнса кайма калаçса татăлнă. Анчах мĕн тумалла? Амăшĕсен кĕпине тăхăнса каяймăн вĕт? Ун чухне тантăшĕсене пулăшу аллине тăснă та Нина. Икĕ аркăллă кĕпесене хăех каснă, çĕленĕ.

— Чăваш кĕпине çĕлеме вăхăт нумай кирлĕ. Атлас пусмаран пушшех кансĕр. Ỹркенмесен ỹркев ỹкереймест тесе ахальтен каламан çав. Пурне те икĕ аркăллă чăваш кĕпи çĕлесе патăм, унтан саппун тĕрлерĕмĕр, — иртнине аса илет ăста çĕвĕçĕ.

Унтанпа вăхăт чылай иртнĕ. Халĕ Нина Михайловна икĕ аркăллă кĕпесене тус-тантăшĕсене те çĕлесе парать.

— Паян та акă пĕрне концертра тăхăнма кĕпе ĕлкĕртмелле, — тет вăл.

Нина Михайлова пенсие тухиччен ялти ветучастокра ветфельдшер пулса ĕçленĕ. Ĕне выльăх чирлесен ун патне пулăшу ыйтма пыракансем паян та йышлă. Ырă кăмăллă, хăйĕн ĕçне чунтан юратнă хĕрарăм яланах çынна пулăшма васкать.

Михайловсен кил-çурчĕ хăтлă та тирпейлĕ. Мăнукĕсен хаваслă куллипе тата çуталса тăрать вăл. Юрий ывăлĕпе Света кинĕ тата вĕсен виçĕ тĕпренчĕкĕ пурăнаççĕ тĕп килте. Аслисем, Иринăпа Александр, Çĕрпỹре тĕрлĕ çĕрте ĕçлеççĕ. Хулари ачисемпе мăнукĕсем тăван киле çитерекен сукмака такăрлатсах тăраççĕ.

Нина Михайловна пурнăçа нихăçан та ỹпкелемест. Кил картинчи ĕçсенчен пушансан алă ĕçĕпе ларни хăйне майлă савăк кăмăл парнелет ăна.

Культура çуртĕнчи фольклор ушкăнĕн хастар членĕсем — Маргарита Александровнăпа Нина Михайловна çывăх туссем. Пĕр-пĕринпе ăмăртмалла тĕрлеççĕ, çĕлеççĕ.

— Çĕлес ăсталăха мана Нина тусăм вĕрентрĕ, — тет Маргарита Александровна кăмăллăн.

Тантăшсем кăмăлĕпе çирĕп, чунĕпе ачаш, куллипе — илемлĕ.

В.КИРИЛЛОВА.

Сăн ỹкерчĕкре: М.Галкинăпа Н.Михайлова.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code