Среда, 17 августа, 2022   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Пуçаруллă, уçă кăмăллă

Пуçаруллă, уçă кăмăллă

Паянхи хĕрарăм савнă мăшăр, ырă та çепĕç анне, ăшпиллĕ кукамайпа асанне, çемье вучахне упракан кăна мар, пултаруллă ертÿçĕ те, пуçаруллă предприниматель те. Çакăн пек хĕрарăмсенчен пĕри вăл — Елчĕкри «ЭлектроНикс» салон ертÿçи Галина Никифорова.

Педагог профессине алла илнĕ пысăк тавра курăмлă хĕрарăм самана таппинчен юлмасăр хăйĕн ĕçне йĕркелеме ăсталăх çитерчĕ. Паян район центрĕнчи Никифоровсен салонне пĕлмен çын та çук пулĕ. Тĕрлĕ енлĕ пулăшу паракан салонран /калăпăр, паспорт валли сăн ÿкерчĕк тутарнинчен пуçласа туй кунне ĕмĕр асра хăварни таранччен ÿкереççĕ/ шкул ачи, çамрăк, ватă та татăлмасть. Сăн ÿкерттернисĕр пуçне электронлă пулăшу ĕçĕсем пурнăçлаççĕ, видеофильмсем ÿкереççĕ.

Ăшă та çепĕç кăмăллă предприниматель кашни çынпа пĕр чĕлхе тупма пĕлет. Çавăн пекех вăл ырă та сăваплă ĕçрен, общество пурнăçĕнчен пăрăнмасть. Çулсеренех районти ачасен тĕрлĕ конкурс-фестивалĕсен спонсорĕ пулса тăрать.

Галина Федоровна Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен уявĕ умĕн Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче иртнĕ «Хĕрарăм-ертÿçĕ» конкурс пĕтĕмлетĕвне хутшăнчĕ. Пуçаруллă та хастар ентешĕмĕр республикăра 16-мĕш хут иртекен конкурсра «Ял хĕрарăмĕ-предприниматель» номинацире 3 степень диплома тивĕçрĕ. Елчĕк хĕрне Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, республикăри хĕрарăмсен союзĕн ертÿçи Алевтина Федорова тата Ашшĕсен канашĕн ертÿçи Алексей Мурыгин саламланă.

Сăн ÿкерчĕкре: Г.Никифоровăна саламланă самант.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code