Вторник, 23 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Уçă турнирта

Уçă турнирта

«Улăп» физкультурăпа сывлăх комплексăн спорт залĕнче Юрий Иванова асăнса мини-футбол енĕпе уçă турнир иртнĕ.

Юрий Николаевич Иванов хăй вăхăтĕнче кĕрешÿ, футбол тата мини-футбол енĕпе ирттернĕ ăмăртусенче район чысне сахал мар хÿтĕленĕ. Пурнăçран вăхăтсăр уйрăлнă спортсмена асăнса ирттернĕ турнира хамăр республикăри тата Тутарстан Республикинчи 12 команда хутшăннă.

Спортсменсене район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин, юлташĕсемпе тăванĕсем саламланă, Юрий Ивановăн ачисем Кирилпа Роман ăмăрту йĕркелÿçисене ашшĕне манманшăн тав тунă.

Хĕрÿ иртнĕ ăмăртура «Канмаш» команда çĕнтернĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче – «Альбатрос» тата «Шемалаково» командăсем. «Чи лайăх вратарь» ята Алексей Воронин /«Альбатрос»/, «Чи лайăх тапăнса вылякан» ята Сергей Васильев /«Канмаш»/, «Чи лайăх хÿтĕлевçĕ» ята Сергей Пахинов /«Шемалаково»/ тивĕçнĕ.

Çĕнтерÿçĕсемпе призерсене Елчĕк çамрăкĕсен фончĕ грамотăсемпе, медальсемпе тата укçан призсем парса чысланă.

И.ЕГОРОВ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code