Пятница, 6 декабря, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Новости республики > Вулакансемпе — куçа-куçăн

Вулакансемпе — куçа-куçăн

«Елчĕк ен» хаçата кăçалхи иккĕмĕш çур çуллăха çырăнтарас тапхăр малалла пырать.

Çырăнтару кампанийĕ пынă май вулакансемпе куçа-куçăн тĕл пулса калаçас, вĕсен шухăш-кăмăлĕпе кăсăкланас, çав вăхăтрах хаçат редакцийĕн ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарас тĕллевпе журналистсем район центрĕнчен инçетре вырнаçнă ялсенчен пĕринче — Яманчÿрелĕнче пулчĕç.

Чи малтанах ялти культура çуртне пуçтарăннă ял çыннисен, пирĕн хаçатăн активлă тусĕсен, умĕнче «Елчĕк ен» хаçатăн тĕп редакторĕ Николай Малышкин тухса калаçрĕ. Кунтах Шăмалакри почта çыхăну уйрăмĕнчи Нина Иванова почтальонка «Елчĕк ен» хаçата иккĕмĕш çур çулта илсе тăма çырăнтарчĕ. Чи малтанах район хыпарçине 76 çулхи Елена Павлова çырăнма кăмăл турĕ. Хисеплĕ ватăн алли çăмăл пулчĕ — ун хыççăнах Александра Краснова, Ираида Васильева, Антонина Немцева, Оля Саврасовăпа Надежда Обожгеева культработниксем, Любовь Иванова, Ирина Афаньдеева тата ыттисем те хаçата кăмăлтанах çырăннине палăртрĕç.

— Хальхи вăхăтра пирĕн яла «Елчĕк ен» хаçат 54 экземпляр килсе тăрать. Иккĕмĕш çур çулта унăн йышĕ ÿсессе шанатăп. Яла район хаçачĕн ĕçченĕсем килсе ăшă тĕлпулу ирттерни вулакансен кăмăл-туйăмне çĕклени куç умĕнчех, — тет Нина Митрофановна.

Яманчÿрельсене Николай Малышкин, Вячеслав Захаров, Олег Александров тата Юрий Кашкăр юрăç концертпа савăнтарчĕç. Инçе çула пăхмасăр ял çыннисене уяв йĕркелесе панăшăн хăнасене культура çурчĕн заведующийĕ О.Саврасова тав турĕ.

— Паян вулаканпа хаçатçăсен куçа-куçăн тĕл пулăвĕ питĕ вырăнлă. Вăл туслăха çирĕплетет, — палăртрĕ район пуçлăхĕ Ираида Васильева.

Аса илтеретпĕр: ултă уйăх тăршшĕнче эрнере икĕ хутчен 12 страницăпа тухса тăракан «Елчĕк ен» хаçатăн хакĕ — 436 тенкĕ те 20 пус.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code