Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Культура > Чăваш чĕлхи – эс ман чĕлхе

Чăваш чĕлхи – эс ман чĕлхе

Чăваш чĕлхин кунне, И.Я.Яковлев çуралнăранпа 170 çул çитнине уявласа районти культура, вĕренÿ учрежденийĕсенче тĕрлĕ мероприяти иртнĕ.

Аслă Таяпа шкулĕ. Вĕренекенсем «Чăваш халăхĕн улăпĕ» уявра ялти библиотекарь хатĕрленĕ «Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр» кĕнеке куравĕпе паллашнă, чăваш халăхне çутта кăларакана халалланă сăвăсем вуланă, юрăсем шăрантарнă, унăн калавĕсем тăрăх сценкăсем лартнă.

Курнавăш ял библиотеки. «Чăваш чĕлхи – эс ман чĕлхе» литература каçĕнче Р.Горшкова заведующи чăваш чĕлхин кунĕн историйĕпе паллаштарнă. Ялти ветерансен канашĕн ертÿçи Д.Смирнова, культура çурчĕн заведующийĕ Т.Смирнова чăвашлăха аталантарасси, чĕлхене упраса хăварасси çинчен чарăнса тăнă. «Вдохновение» ушкăн чăваш халăх юррисене юрланă, шкул ачисем К.Иванов, М.Çеçпĕл, П.Хусанкай сăввисене вуланă.

Хăвăлçырма шкулĕ. Чăваш чĕлхин кунне, И.Яковлев юбилейне, Ырă тăвакансен çулталăкне халалласа шкул ачисем Çирĕклĕ Шăхалĕнчи ватă çынсемпе инвалидсене стационар пулăшăвĕ паракан уйрăмра пулнă, кунта хăтлăх тупнă ватăсене хăйсен ташши-юррипе тыткăнланă.

Шăмалак ял библиотеки. Чи хастар вулакансенчен пĕри — 3 класра вĕренекен Вероника Усанова И.Яковлева халалланă «Чăваш Ене мухтаса» Пĕтĕм халăхсем хушшинчи регионти фестиваль-конкурсра 2 степень лауреат ятне тивĕçнĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code