Пятница, 19 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ыйтусене вăхăтлă тишкереççĕ

Ыйтусене вăхăтлă тишкереççĕ

Ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче район администрацийĕн пысăк залĕнче Елчĕк районĕн Депутачĕсен пухăвĕн ларăвĕ иртрĕ. Унта район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Миллин, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, район администрацийĕн структура подразделенийĕсен, предприятисемпе организацисен ертÿçисем хутшăнчĕç. Ларăва пуху ертÿçи Ираида Васильева ертсе пычĕ.

Чи малтанах Ираида Васильева сăмах илчĕ, вăл Елчĕк районĕн 6-мĕш суйлаври Депутачĕсен пухăвĕн 2017çулта пурнăçланă ĕçĕ-хĕлĕ пирки отчет туса пачĕ. 18 депутатран тăракан Депутатсен пухăвĕ хăйĕн ĕçне ятарласа йышăннă регламентпа, планпа, Елчĕк районĕн Уставĕпе килĕшÿллĕн йĕркелесе пырать. Вячеслав Сядуков, Юрий Галкин, Виктор Егоров депутатсем ертсе пыракан яланхи комиссисем общество пурнăçĕн кашни сферинчи ыйтусене пуху умне кăлариччен тĕплĕн тишкереççĕ, тÿрлетÿсемпе хушусем кĕртеççĕ. Иртнĕ çул пурĕ 7 пуху иртнĕ, вĕсенче 67 ыйту пăхса тухнă. Ыйтусене тишкернĕ тата йышăнусем тунă чух халăх суйлавçисем район прокуратурин, Раççей юстици министерствин Чăваш Енри управленийĕн ĕçченĕсемпе тачă çыхăнса ĕçлеççĕ.

Район пуçлăхĕн отчетне йышăннă хыççăн депутатсем ШĔМĕн районсем хушшинчи «Комсомольский» уйрăмĕн Елчĕк районĕнчи полици пайĕн 2017 çулхи отчетне итлерĕç. Унпа полицин районти пайĕн начальникĕн çумĕ Эдуард Никонов паллаштарчĕ. Пĕлтĕр район территорийĕнче 94 /2016 çулхипе танлаштарсан 2 тĕслĕх нумайрах/ преступлени тунине регистрациленĕ. Преступление уçса параслăх 94,4 процентпа танлашнă. Ÿснĕ преступленисен шутĕнче вăтам тата йывăр, урамра, обществăлла вырăнта, ушкăнпа, ÿсĕрле, ĕçлеменнисем, маларах суд тенкелĕ çине ларнисем тунă тата çаратассипе çыхăннă айăплă ĕçсем. Вĕсен çулне пÿлес ĕçре витĕмлĕ мел — йĕркене пăхăнманнисене вăхăтра тупса палăртса явап тыттарасси. Иртнĕ çул йĕркене пăснă çакăн евĕр 514 çынна айăпланă.

Депутатсем хăш-пĕр йышăнусене улшăнусем кĕртрĕç тата пăрахăçларĕç, ытти ыйтусене тишкерчĕç.

Е.ГЕННАДЬЕВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code