Четверг, 28 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Культура > Тимлĕх — чи малти вырăнта

Тимлĕх — чи малти вырăнта

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин тунтикун райадминистрацин структура подразделенийĕсен, ял тăрăхĕсен, предприятисемпе организацисен ертÿçисемпе ирттернĕ черетлĕ канашлура иртнĕ эрнери пĕлтерĕшлĕ ĕçсене хак панă, район пурнăçĕнчи ытти кирлĕ ыйтусене те сÿтсе явнă.

Чăваш Республикинчи гражданла оборона ĕçĕсен тата чрезвычайлă лару-тăру ыйтăвĕсемпе ĕçлекен патшалăх комитечĕ, Чăваш Республикинчи муниципаллă пĕрлешÿсен канашĕн правленийĕ вырăна тухса йĕркелекен, хальхинче Çĕмĕрле районĕн никĕсĕ çинче иртнĕ пĕрлехи анлă ларăвне хутшăннă район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин кунта пушар хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтерессипе çыхăннă мероприятисене тивĕçлипе йĕркеленине хăй куçĕпе курнăскер, пирĕн те вĕсенчен вĕренмелли, алла илмелли тĕслĕхсем нумай пулни çинчен чарăнса тăчĕ. Чăннипех, халăхшăн тăрăшакан ырă кăмăллă çын, Хутар ялĕнчи чиркÿ настоятелĕ Алексей Чумерин тăрăшнипе кунта хăйсен ирĕкĕпе ĕçлекен пушар деповне йĕркелесе янă. Çирĕп команда — 14 дружинника пĕрлештерсе тăракан çак коллектив хăйĕн тивĕçне чыслăн пурнăçласа пыма пултарнипе те палăрса тăрать. Кăçал хăйсен ирĕкĕпе йĕркеленнĕ пушар деповĕсен республикăри конкурсĕнче те вĕсем 1-мĕш вырăна çĕнсе илме пултарни ахальтен мар. Алексей Чумерин пачăшкă лару ĕçне хутшăннă ушкăна депопа тĕплĕнрех паллаштарас тĕллевпе пĕчĕк экскурси йĕркеленĕ. Тепĕр ялта — Турханта çуллахи вăхăтра шыва кĕме ятарласа хатĕрленĕ вырăнпа паллаштарнă. Кунтах хăрушсăрлăх йĕркисене пăхăнма хистесе калакан, çынна пĕрремĕш пулăшу парасси çинчен çырса хатĕрленĕ ятарлă стенд-плакатсемпе паллашма пулать, инкеке лекнĕ çынна çăлса хăвармалли ятарлă хатĕрсем те алă айĕнчех.

— Çак ĕçсене пурнăçлама укçа мар, пуçарулăх анчах кирлĕ, — терĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ. Çакна шута илсе вăл ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене шыва кĕмелли вырăнсене Çĕмĕрлесен тĕслĕхĕпе усă курса йĕркелеме хистесе каларĕ. Çапла пулмалла та, мĕншĕн тесен çын сывлăхĕнчен хакли урăх нимĕн те çук. Район администрацийĕн ятарлă программăсен пайĕн начальникĕ Виталий Рыбкин тата пушар асăрхавĕн районти уйрăмĕн инспекторĕ Сергей Сардаев тухса калаçнă ыйтусем те пĕр-пĕринпе çыхăнуллă пулчĕç. Çулла савăнăçлă, инкек-синкексĕр ирттĕр тесен шыва кĕнĕ чухне йĕркене çирĕп пăхăнмалла. Ашшĕ-амăшĕн, вĕрентекенсен çуллахи каникул тапхăрĕнчи ачасен ирĕклĕ вăхăтне йĕркелессине хутшăнмалла, ăнлантару ĕçĕсене йĕркелемелле. Пушар хăрушсăрлăхĕн йĕркисем çинчен те манма юрамасть. Мĕншĕн тесен пушарсен тĕслĕхĕсем те нумай чухне çуллахи вăхăтра тата ача-пăча хутшăннипе пулса иртеççĕ. Пĕр сăмахпа, тимлĕхе самантлăха та çухатмалла мар, ăна чи малти вырăна хумалла.

Шăматкун, июнĕн 2-мĕшĕнче район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин ертсе пынипе пирĕн район делегацийĕ /çак йышра Патреккелти халăх хорĕн тата Тÿскелĕнчи «Шуçăм» фольклор ушкăнĕн коллективĕсем пулнă/ хамăр ентеш — Çĕнĕ Эйпеç ялĕнче çуралса ÿснĕ, Ульяновск облаçĕнчи чăвашсен элчи, Чăваш Наци Конгресĕн вице-президенчĕ Олег Мустаев йыхравланипе облаçри чăваш наципе культура автономийĕ йĕркеленĕ уява — Чĕмпĕр тăрăхĕнчи Акатуя хутшăнма тивĕçлĕ пулнă. Уявран ăшă кăмăлпа таврăннă район администрацийĕн пуçлăхĕ облаç губернаторĕ Сергей Морозов — вырăс çынни чăваш нацийĕн историйĕпе культурине, йăли-йĕркине малалла аталантарассишĕн тăрăшнине ырăпа аса илчĕ. Акатуй анлă пĕлтерĕшпе иртнине, вăл халăхсем хушшинчи туслăха çирĕплетме пулăшнине палăртса каларĕ.

Районти эпизооти лару-тăрăвĕ çинчен районти ветеринари станцийĕн начальникĕ Ирина Николаева чарăнса тăчĕ.

Сăмах май, район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин патшалăх техника асăрхавĕн районти инспекцийĕн çĕнĕ ертÿçипе — Владимир Мекшеевпа паллаштарчĕ, Анатолий Соловьева нумай çул пысăк яваплăхпа çак ĕçре тăрăшнăшăн чун-чĕререн тав турĕ.

Светлана АРХИПОВА.

Сăн ÿкерчĕкре: Чĕмпĕр тăрăхĕнче иртнĕ Акатуй саманчĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code