Пятница, Октябрь 19, 2018
Главная > Новости > Поздравление Главы Чувашии с Днем семьи, любви и верности

Поздравление Главы Чувашии с Днем семьи, любви и верности

Хаклă ентешĕмĕрсем!

Сире Çемье, юрату тата шанчăклăх кунĕ ячĕпе чун-чĕререн саламлатăп!

Чи çывăх та хаклă çынсем пире юратупа шанăçлăх, ăнланупа хисеп, тимлĕхпе пулăшу парнелеççĕ. Çемье пурнăçа ырă тĕллевлĕ тăвать, йывăр самантра вăй парать, общество ырлăхĕшĕн пултаруллăн ĕçлеме хавхалантарать.

Раççейре мăшăрсен юратăвĕпе шанчăклăхĕ мĕн авалтан пысăк хисепре, вĕсем — пурнăçăн тĕп тĕрекĕсем, çемье вара ăс-хакăлпа кăмăл-сипет хаклăхĕсен, наципе культура йăли-йĕркин управçи шутланать.

Паян çемье институтне çирĕплетессине, демографи лару-тăрăвне лайăхлатассине патшалăхăн социаллă пурнăçпа экономика политикин тĕп çул-йĕрĕ тата Раççее малалла кал-кал аталантармалли чи кирлĕ услови тесе йышăннă. Чăваш Енре социаллă пурнăç, сывлăха сыхлас ĕç, вĕренÿ, пурăнмалли çурт-йĕр строительстви сферисенче çемьесене пулăшу парас, вĕсене социаллă хÿтлĕх кÿрессине вăйлатас, амăшлăхпа ачалăха сыхлас тĕллевсемпе йышăннă патшалăх программисем ăнăçлă ĕçлеççĕ.

Влаç органĕсемпе бизнес тата общественноç çемье йăли-йĕркине анлăрах сарас, туслă та çирĕп çемье хаклăхĕсене тивĕçлĕн сыхласа упрас енĕпе пĕрле тăрăшса ĕçлени çĕршывăмăр ырлăхне çирĕплетсе пыма пулăшасса шанса тăратăп.

Сире пурсăра та пĕтĕм чунтан пысăк телей, юрату, ăнланупа çураçулăх, ăнăçу тата тулăх пурнăç сунатăп!

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ                                        Михаил Игнатьев

 

Дорогие соотечественники!

От всей души поздравляю вас с Днем семьи, любви и верности!

Любовь и доверительные отношения, взаимопонимание и уважение, заботу и поддержку дарят нам самые близкие и родные люди. Семья привносит в жизнь смысл, придает силы в трудные минуты, вдохновляет на созидательную деятельность на благо общества.

В России издревле супружеская любовь и верность почитаются как главные жизненные устои, а семья является хранительницей духовно-нравственных ценностей, национальных и культурных традиций.

Сегодня укрепление института семьи, улучшение демографической ситуации признаны важнейшими приоритетами социально-экономической политики государства и непременным условием дальнейшего поступательного развития России. В Чувашии действует целый ряд государственных программ в социальной сфере, здравоохранении, образовании, жилищном строительстве, направленных на поддержку семьи, повышение ее социальной защищенности, охрану материнства и детства.

Уверен, что общие усилия органов власти, бизнеса и общественности по популяризации семейных традиций, сохранению ценностей крепкой и дружной семьи будут способствовать повышению благосостояния нашей страны.

От всей души хочу пожелать всем большого счастья, любви, взаимопонимания, гармонии, благополучия и достатка в доме!

Глава Чувашской Республики                        Михаил Игнатьев

Официальный портал органов власти Чувашской Республики

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code