Четверг, 28 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Пенси ÿсĕмне пысăклатма палăртнă

Пенси ÿсĕмне пысăклатма палăртнă

Юлашки вăхăтра «Тивĕçлĕ канăва тухмалли вăхăта ÿстерме йышăнни» мĕнпе çыхăннă-ши?

                                                                                                                                                                           З.ДЕМЬЯНОВА.

РФ Пенси фончĕн республикăри уйрăмĕ пĕлтернĕ тăрăх, «Раççей Федерацийĕн пенси палăртас тата тÿлес ыйтăвĕсемпе çыхăннă саккунĕсен уйрăм акчĕсене улшăну кĕртесси» çинчен саккун проекчĕн тĕллевĕ пенсипе тивĕçтерессине лайăхлатасси. Демографи лару-тăрăвĕн кăткăс условийĕсенче страховани пенсийĕн виçине шутламалли вăйра тăракан хальхи йĕрке граждансен пенси прависен тата пенси тÿлемелли обязательствăсен эквивалентлăхне пăсасси патне илсе пырать. Ĕçлекенсен йышĕ чакнă вăхăтра пенси илекенсем нумайланса пыни куç кĕрет. 1970 çулта пĕр пенсионер пуçне вăй питти ÿсĕмри 3,7 çын шутланнă тăк, 2019 çул тĕлне ку кăтарту 2 çынна яхăн юлать. Ĕçлекенсен тиевĕ малашне те йывăрланса пырĕ. Çĕршыври демографи лару-тăрăвĕ кирлĕ пек йĕркеленменнипе тата тĕнчере халăх ватăлса пынине тĕпе хурса саккун проекчĕ ĕçлеме пултараслăх ÿсĕмне улăштарма сĕнет. Раççейре пенсие тухмалли хальхи ÿсĕме — хĕрарăмсемшĕн — 55, арçынсемшĕн 60 çула — иртнĕ ĕмĕрĕн 20-мĕш çулĕсенчен пуçласа 1956 çулччен çирĕплетнĕ. ХХ ĕмĕр пуçламăшĕнче ĕçĕн тата пурнăçăн йывăр условийĕсем, индустриализаци тата вăрçăсем халăхăн пурнăç тăсăмне кĕскетнĕ — ку кăтарту вăтамран 43 çулпа танлашнă. Пенсионерсен тĕп ушкăнĕ йывăр производствăри рабочисем пулнă.

ХХ ĕмĕр çурринчен Раççейре промышленноçра ĕçлекенсен тÿпи чакнă, ĕç тата пурнăç условийĕсем тĕпрен улшăннă. Çавна май вăй питти ÿсĕмĕн тапхăрĕ вăрăмланать. Пурнăç тăсăмĕ паян Раççейре 73 çула çывхарнă.

Хальхи вăхăтра Раççейре пенси ÿсĕмĕнчи çынсен 30 проценчĕ ĕçлеме пăрахман.

Пĕтĕм тĕнчери стандартсемпе /Пĕтĕм тĕнчери ĕçлев организацийĕсен социаллă тивĕçтерĕвĕн чи пĕчĕк виçисемпе çыхăннă 102№ конвенцийĕ/ пенси ÿсĕмне 65 çулта тата унран ирттерсе палăртнине сивлемест.

Çакна тĕпе хурса тата пенси тытăмĕ Раççей экономикин хальхи аталанăвĕпе тата Пĕтĕм тĕнчери стандартсемпе килĕшсе тăмаллине тата Европа çĕршывĕсенчи тата СССР республикисем пулнă патшалăхсен вăй питтилĕхĕн нормативлă ÿсĕмне хăпартнине тĕпе хурса, саккун проекчĕ ÿсĕме тапхăрăн пысăклатса арçынсемшĕн — 65, хĕрарăмсемшĕн 63 çула çитерме тата палăртнă вăхăтра /çав шутра — маларах/ ватлăхри страховани пенсине шутласа пама сĕнет.

Çĕнĕлĕх 2019 çулхи январь уйăхĕн 1-мĕшĕнче вăй илет, куçăм тапхăрĕ арçынсемшĕн — 10, хĕрарăмсемшĕн 16 çула тăсăлать.

Куçăм тапхăрĕпе килĕшÿллĕн тивĕçлĕ канăва маларах каймалли ирĕкпе усă куракансен те пенси ÿсĕмĕ пысăкланать:

— Инçет Çурçĕр районĕсенче тата вĕсемпе танлаштарнă вырăнта ĕçленĕ хĕрарăмсене 50 çултан — 58-а, арçынсене 55-рен 60-а çитересшĕн?

— педагогика, медицина, пултарулăх ĕçченĕсен ятарлă стажĕ тĕлĕшпе улшăну çук, çапах вăй питти ÿсĕме пуринне те пысăклатнă май вĕсен те пенсие маларах тухас тапхăр тепĕр 8 çула тăсăлать. Асăннă ушкăна кĕрекенсем ятарлă стажа миçе çулта пухнине уйрăммăн шута илеççĕ, пенсие маларах каймалли ирĕкпе çĕнĕлле 2019-2034 çулсенче тивĕçтерĕç.

Федераци саккунĕн проекчĕпе килĕшÿллĕн, сиенлĕ тата йывăр условисенче ĕçлекен граждансен /çĕр кăмрăкĕн шахтисенче, çĕр айĕнчи пуянлăха кăларакан промышленноçра, хура тата тĕслĕ металлургире, чукун çул отраслĕнче — «пĕчĕк списока» кĕртнĕ ытти тытăмра — вăй хуракансен; страховани пенсийĕсене социаллă сĕмпе шутласа панисен /5 е ытларах ача çуратса ÿстернисен, сусăр ачан ашшĕ-амăшĕнчен пĕрин тата ыттисен/; радиаци витĕмне лекнисен пенси ÿсĕмне ÿстерме палăртман.

Саккун проекчĕ пачах ĕçлемен е страховани пенсине тивĕçмешкĕн стаж, балл пухайман граждансене социаллă пенси памалли вăхăта тапхăрпа ÿстерес тĕллевлĕ: ăна çирĕплетнĕ йĕркепе палăртнинчен 5 çул каярах юлса хĕрарăмсене — 68, арçынсене 70 çулта /халĕ 60 тата 65 çулсенче/ пама сĕнет.

В.СМИРНОВА.
/«Чăваш хĕрарăмĕ» хаçатран/.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code