Среда, 24 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ачалăхĕ вăрçăпа тан килнĕ

Ачалăхĕ вăрçăпа тан килнĕ

Çавра çулĕ çитнĕ май 85 çулхи Люся аппа утса тухнă кун-çулне ал тупанĕ çинчи пек куç умне кăларса тăратрĕ.

Людмила Константиновна Никитина 1933 çулхи çурла уйăхĕн 12-мĕшĕнче Елчĕк ялĕнче кун çути курнă. Ачалăхри йывăр пурнăçне вăл Аттелĕхĕн Аслă вăрçипе çыхăнтарать. Люсьăн амăшĕ Римма аппа Кавалти Носовсен йăхĕнчен пулнă. Çÿллĕ те патвар кĕлеткеллĕскерĕн тума пĕлмен ĕçĕ пулман. Хăй хутла пĕлмен пулин те мăшăрĕпе иккĕшĕ ачисене пурне те вĕрентсе çын тăвас тесе тăрăшнă.

Люсьăн ашшĕ малтан райкомра, вăрçă пуçланнă вăхăтра «Октябрь» колхоз председателĕнче ĕçленĕ. Вăрçă пуçлансан Кĕçтук тете хăйĕн ирĕкĕпе фронта тухса кайнă. Риммăн аслă тетĕшне те – Саньккана, аслă шкула вĕренме тухса кайма пуçтарăннăскере, повестка тыттарнă.

Блиновсен çурчĕ Пăла юхан шывĕ хĕрринче, хальхи «Радуга» лавкка çывăхĕнче вырнаçнă пулнă. Амăшĕ хирте тырă вырнă вăхăтра ултă çулхи Борис шыва путса вилнĕ. Нумаях та вăхăт иртмен, шăрăх çанталăкра Блиновсен çурчĕ тĕпĕ-йĕрĕпе кĕле çаврăннă. Çÿлти касра тухнă пушар аялти касри Блиновсен çурчĕ çине те сиксе ÿкнĕ, çавна май «хĕрлĕ автан» пĕр харăсах 4 кил-хуçалăха тĕп тунă.

Ĕмĕр пухнă мулсăр тăрса юлсан Блиновсем ашшĕн аппăшĕсем патĕнче, каярах вăхăтлăха коммуналлă хваттерте пурăннă. Амăшĕ иртен пуçласа каçчен ĕçре пулнăран хуçалăхри ĕçсем Люсьăпа унăн Галя аппăшĕ çине тиеннĕ. Хваттере ăшăтас тĕллевпе тислĕк купине шыв сапса, урапа çăрса кирпĕч çапни халĕ те асĕнчен тухмасть. Çав тапхăрта Санькка вăрçăран йывăр аманса таврăннă. Ăна ашшĕ вырăннех райĕçтăвкома ĕçе илнĕ. Çирĕм çулхи каччă ĕçпе Шупашкара кайсан тиф чирĕ ертсе килнĕ, чирленĕ хыççăн вун пĕр кунранах пурнăçран уйрăлнă.

Амăшне ĕç вырăнне çĕрле те чĕне-чĕне илнĕ /кĕске вăхăтра фронта тырă алласа ăсатмалла пулнă, çавра алапа тырă аллама Риммăпа тепĕр хĕрарăм анчах пĕлнĕ/. Хăйĕнпе пĕрле ала çине тырă ярса тăма çÿллĕ кĕлеткеллĕ Гальăна та илсе çÿренĕ вăл. Йывăр ĕçпе çамрăклах хуçăлнă Галя каярах качча тухсан та чылай вăхăт ача çуратаймасăр нушаланнă.

Пурăна киле Римма аппа вăрман тăрăхĕнчен тырăпа улăштарса вăкăрсемпе çурт турттарса килнĕ, ун çумне пăлтăр туса хунă. Каярах кĕлет туянма та вăй çитернĕ.

1944 çулта Блиновсен килне çемье пуçĕ Венгри çĕрĕ çинче паттăрла вилĕмпе пуçне хуни çинчен хыпарлакан çыру килнĕ. Константин Блинов тăванлăх масарĕнче ĕмĕрлĕх канлĕх тупнă. Мĕнле тÿснĕ-ши мĕскĕн чăваш хĕрарăмĕ; Ĕçлесе чунне пусарнă пулинех. Пир тĕртнĕ, тылă тылланă, сÿс тунă, арланă… Тĕрлĕ ĕç пурнăçлама ачисене те çамрăкран явăçтарнă. Çĕвĕ ĕçне те пĕлнĕ вăл. Вутран илсе тухма ĕлкĕрнĕ çĕвĕ машинипе хăйне те, ачисем валли те кĕпесем çĕленĕ.

Çамрăкрах пулнипе Люсьăн вăрçă вăхăтĕнче ĕçлени шута кĕмен. Çапах та хушнă пĕр ĕçрен те пăрăнман хĕр ача. Аллине çурла та тытнă, тырă анисене, çĕр улми йăранĕсене çумланă тата ытти ĕç пурнăçланă.

– Çăкăр хакне ачаран туйса ÿснĕ эпир, – аса илет Люся аппа.

Пурнăç малаллах шунă. Люся шкул пĕтерсен Патăрьелĕнчи педучилищĕрен вĕренсе тухнă. Малтанлăха райкомра статистика уйрăмĕнче ĕçлеме пуçланă вăл.

Пулас мăшăрĕпе çапларах паллашнă вĕсем. Пĕве çитнĕ хĕр Пăла юхан шывĕ хĕррине кĕпе чÿхеме аннă пулнă. Çакăнта асăрханă ăна кÿршĕ ял каччи, Пăла хĕррине велосипедпа аннăскер. Икĕ хулăн çивĕтлĕ хура çÿçлĕ хĕр сарă каччăн чĕрине пĕрре курсах тыткăнланă.

Николай Никонорович Никитин Людмила Константиновна пекех çурма тăлăх ÿснĕ. Çамрăксем пĕрлешнĕ вăхăтра Николайăн амăшĕ Клавче аппа 45 çулта пулнă. Шăкăл-шăкăл килĕштерсе пурăнакан çемьере 7 ывăлпа 1 хĕр çуралнă. Вĕсене ÿстернĕ çĕрте пăянамăшĕн тÿпи пысăк пулнине палăртать Людмила Константиновна. Çамрăк мăшăр ирех ĕçе тухса кайнă та киле каçхине анчах таврăннă. Ачасене пăхас тата кил-тĕрĕшри ĕç ваттин хулпуççийĕ çине тиеннĕ.

Люся аппа ĕмĕрне СМУра кадрсен пайĕнче ĕçлесе ирттернĕ. Çирĕп характерлă хĕрарăм тĕрĕслĕхе мала хунă, яваплăха туйнă. Николай Никонорович МТСра тăрăшнă, тивĕçлĕ канăва тухсан Элекçей Тимешри кирпĕч заводĕнче вăй хунă. Техникăна юратнă.

Никитинсен пур ывăлĕ те Тăван çĕршыв умĕнче салтак тивĕçне чыслăн пурнăçланă. Геннадий, Татьяна, Андрей хăйсен ĕçĕсене йĕркелесе янă. Иван пултаруллă строитель. Сергей районта техникăна юсассипе палăрнă. Александр хальхи вăхăтра Елчĕкри çăкăр заводĕнче ĕçлет. Юра комсомол комитетĕнче тăрăшнă, Владимир – фрезеровщик.

Людмила Константиновна паянхи кун 21 мăнукĕпе, 18 кĕçĕн мăнукĕпе савăнса пурăнать.

Л.НИКОЛАЕВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code