Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Культура > Патреккелсем – уявра

Патреккелсем – уявра

Августăн 28-мĕшĕнче – Успени кунĕнче /Турă Амăшĕ Таса хĕр Мария вилнине палăртни/ Патреккелсем ял уявне паллă турĕç. Ял халăхĕ хастар пулнăран уявра кашниех чун-чĕререн савăнма тата кăмăлтан канма пултарчĕ.

Патреккелсем Успени кунне чылай малтан хатĕрленме пуçлаççĕ: сăра вĕретеççĕ, шăрттан-ветчина тата ытти апат-çимĕç янтăлаççĕ, таврари ялсенчи тус-тăванĕсене хăнана йыхравлаççĕ.

Уява халалласа районти футбол вăййине кăмăллакансем Успени умĕн çулсеренех «Туслăх кубокĕ» ятпа ăмăрту йĕркелеççĕ. Августăн 26-мĕшĕнче ял çумĕнчи улăха кăçал 9 команда – Патреккелпе Акчел пĕр командăра, Елчĕк, Тĕмер, Кармал, Тăрăм, Аслă Елчĕк, Кушкă, Хăвăлçырма, Шăмалак çамрăкĕсем пуçтарăнчĕç. Хĕрÿ ăмăртура пĕрремĕш вырăна Елчĕксем тухрĕç. Аслă Елчĕксем – иккĕмĕш, Кушкăсем виççĕмĕш вырăна йышăнчĕç.

Уяв 18 сехетре Анаткаспа Тукас çамрăкĕсем ялти спорт залĕнче волейбол вылянинчен пуçланчĕ. Ку вăйăра Тукассем çĕнтерчĕç.

Тĕп мероприятисем каçхине 19 сехетре ялти культура керменĕнче иртрĕç. Ял халăхĕ те, çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнче тымар янă ентешĕмĕрсем те йышлăн пуçтарăнчĕç кунта. Малтанах вĕсем культура çурчĕ умĕнче алă ĕçĕсенчен тата апат-çимĕçрен хатĕрленĕ «Чи тутлă сăра тăвакан», «Камăн кукăлĕ тутлăрах?», «Тутлă кăрчама», «Сиплĕ пыл», «Ăста алăсем» куравсемпе паллашрĕç. Конкурса Зинаида Вершкова, Людмила Дозорова, Вера Сироткина, Зинаида Доброхотова, Наталья Гаврилова, Галина Доброхотова, Вера Чернова, Ирина Плотникова, Борис Борисов, Борис Крылов, Александр Марков, Семен Можаев хастар хутшăнчĕç.

Уяв программи анлă та пуян пулчĕ. Чăваш Республикин тата Раççей Федерацийĕн культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Геннадий Борисов ертсе пыракан халăх хорĕ – ялпа районăн анчах мар, республикăн та мăнаçлăхĕ. Пуçтарăннă халăх умне хор чи малтанах «Патреккел» юрăпа тухрĕ. Геннадий Арсентьевич чĕре витĕр çырса кĕвĕленĕ юрăри сăмахсем кашни çыннăн чунĕ витĕр сăрхăнчĕç тесен те йăнăш мар. Пурте пăхмасăр пĕлекен çак юрра залри халăх хорпа пĕрле шăрантарчĕ.

Уяв кĕрекине пухăннисен умĕнче чи малтанах Елчĕк ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Юрий Блинов сăмах илчĕ. Вăл кашнинех уяв ячĕпе ăшшăн саламланă май маларах йĕркеленĕ конкурса пĕтĕмлетрĕ. «2018 çулхи чи лайăх урам» ята Хĕвелтухăç урамĕ çĕнсе илнине пĕлтерчĕ. «Чи лайăх уйрăм хушма хуçалăх» Николайпа Татьяна Добронравовсен, «Чи лайăх кил-хуçалăх» Андрейпа Надежда Сыкинсен пулнине палăртрĕ, хуçисене парнесемпе чысларĕ.

Ялăмăр çулсеренех хитреленсе тата тирпейленсех пырать. Çакă, паллах, ял халăхĕ ĕçчен те типтерлĕ пулнине кăтартса парать. Тирпей-илеме тума пуçарнинче, ялăмăршăн ырми-канми тăрăшнинче вара Патреккелте çуралса ÿссе кунтах тымар янă, хальхи вăхăтра район администрацийĕн пуçлăхĕнче вăй хуракан Николай Миллинăн тÿпи пысăк. Ял çыннисене тата килнĕ хăнасене чун-чĕререн саламланă май Николай Петрович ялăн чи пысăк пуянлăхĕ, паллах, ял халăхĕ пулнине палăртрĕ.

– Ял халăхĕ пĕр-пĕринпе пĕр чĕлхере пурăннăран, çĕнĕ пуçарусене ырласа йышăннăран ĕç кал-кал пырать. Ĕмĕрĕсене ырми-канми ĕçре ирттернĕ, чыспа-сумпа пурăннă аслă ăрури çынсем – пирĕн тĕп пуянлăх. Вĕсем çамрăксене канаш-сĕнÿпе пулăшса пыни, ырă та пархатарлă ĕçсене пурнăçлама пиллесе тăни пурнăçăмăра малалла ярать, ялăмăр вара çĕнелсе, илемленсе те хитреленсе пырать, – палăртрĕ Николай Петрович.

Ялти чи ватă çынсем – Александра Васильевна Добронравова /97 çулта/, Зинаида Петровна Петрова, Антонина Васильевна Миллина /92 çулта/, Лидия Григорьевна Петрова /91 çулта/ хăйсен пурнăçĕнче сахал мар хура-шур курнă. Хăйсене манманшăн, чысланăшăн вĕсем кăмăллă юлчĕç.

Çемье – чи хаклă пуянлăх. Алла-аллăн тытăнса, шăкăл-шăкăл калаçса килĕшÿре пурăнакан çемьесем вара ял илемĕ. Илья Егоровичпа Зинаида Аркадьевна Петровсем – 65 çул, Василипе Луиза Абрамовсем, Петрпа София Борисовсем, Николайпа Людмила Захаровсем, Василипе Елизавета Захаровсем, Михаилпа Любовь Плотниковсем, Николайпа Мария Филимоновсем, Петрпа Галина Доброхотовсем, Леонидпа Людмила Дозоровсем, Геннадипе Александра Соловьевсем, Арсенипе Людмила Скворцовсем, Марийăпа Зинон Захаровсем çур ĕмĕр ытла пĕрле тату пурăнаççĕ.

Акционерсен «Прогресс» хупă обществи çулсеренех вырма тата ака ĕçĕсене вăхăтлă пурнăçлать. Уявра хуçалăх ертÿçи Петр Скворцов та сăмах илчĕ, тăван хуçалăхăмăра малалла аталантарассишĕн тăрăшнă тата тăрăшакан пархатарлă ĕçшĕн аслă ăрурисене те, çамрăксене те пысăк тав сăмахĕ каларĕ.

4-шар /Юрийпе Марина Быковсен, Владимирпа Наталья Миллинсен/ тата 3-шер ачаллă çемьесене /пурĕ 16 çемье/ те саламларĕç, кăçал çут тĕнчене çĕнĕ пепке парнеленĕ Иринăпа Андрей Горшковсем, çĕнĕ çемье чăмăртанă Павелпа Олеся Крыловсем те тимлĕхсĕр юлмарĕç уявра. Халăх хорĕн илемлĕ юрри-кĕвви кашниншĕн пысăк парне пулчĕ.

Мĕнле уяв вăл спорт мероприятийĕсемсĕр, халăх вăййисемсĕр? Тукас тата Анаткас çамрăкĕсем «Хаваслă стартра» ăмăртнă самантра тавралăх кĕрлесе тăчĕ. Ку чăннипех те хаваслă ăмăртура Анаткассем çĕнтерчĕç. Алă вăйĕ виçессинче Аня Гаврилова, Наталья Муллина, Ирина Плотникова, Станислав Борисов, Юрий Николаев, Александр Можаев, кире пуканĕ йăтассинче Андрей Кузнецов, Дмитрий Миллин, Денис Московский мала тухрĕç. Тукассемпе Анаткассем çавăн пекех юрăсем юрлассипе, анекдотсем калассипе çыхăннă конкурссенче тупăшни те уяв илемĕ пулчĕ.

Чăваш эстрада çăлтăрĕсем Полина Борисова, Андрей Думилин, Михаил Ăраскал, Иван Архипов уява хаваслăх кĕртрĕç. Халăх вĕсемпе пĕрле юрларĕ-ташларĕ, чун-чĕререн савăнчĕ.

Дискотека хыççăн тÿпене тĕрлĕ тĕспе фейерверк çĕкленчĕ.

– Çак уява хатĕрленсе ирттерме пулăшнăшăн, пысăк пуçарулăхпа палăрнăшăн чи малтанах ял халăхне, çав шутра «Прогресс» АХО ертÿçине Петр Скворцова, Александрпа Светлана Гавриловсен, Владимирпа Руфина Воронцовсен, Владимир Васильевич Доброхотов, Маринăпа Александр тата Надеждăпа Андрей Сыкинсен çемйисене, «Эвелина» ОООна /ертÿçи Татьяна Теплова/, Александр Кудряшова, Тамара Захаровăна, Владимир Скворцова тата ыттисене те пысăк тав сăмахĕ калатпăр. Ял уявне çулсерен ирттерессине йăлана кĕртсе ярсан питĕ кăмăллă пулĕччĕ, – палăртрĕ уяв йĕркелÿçи, культура çурчĕн ертÿçи Елена Добронравова.

Елена ПЕТРОВА.

Автор сăн ÿкерчĕкĕсенче: кăçал тĕнчене çĕнĕ пепке парнеленĕ Иринăпа Андрей Горшковсен çемйи; 97 çулхи Александра Добронравовăна чысланă самант.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code