Суббота, 20 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Общество и право > Мотоблок хуçи, асăрхан!

Мотоблок хуçи, асăрхан!

Мотоблоксем хутшăннипе республикăри çул-йĕрсем çинче çулсеренех аварисем пулаççĕ. 2017 çулта çакăн евĕр 12 ДТП регистрациленĕ, вĕсенче 2 çын вилнĕ, 12-шĕ аманнă.

Мотоблок транспорт хатĕрĕ шутланмасть, ял хуçалăх ĕçĕсене пурнăçламалли техника анчах. Çавăнпа та унпа автотранспортсем çÿрекен пĕрлехи çул çине тухма юрамасть ?енчен те тепĕр вырăна илсе çитермелле пулсан ăна урăх транспорт хатĕрĕпе турттармалла/. Мотоблок прицепĕ çине пассажирсене те лартма юрамасть.

Мотоблок хутшăннипе аварисем ытларах ака-чÿк уйăхĕсенче пулса иртнине палăртмалла. Асăннă техника хуçисене йĕркене çирĕп пăхăнма ыйтас килет.

А.АЛЕКСЕЕВ,
полицин районти пайĕн начальникĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code