Суббота, Октябрь 20, 2018
Главная > Новости > Литурги иртрĕ

Литурги иртрĕ

 Авăн уйăхĕн 12-мĕшĕнче — Елчĕк ял уявĕ. Чиркỹ чанĕн сасси çак кун ял тăрăх ир-ирех саланчĕ. Елчĕкри Александр Невский ячĕллĕ чиркỹре уява халалласа кĕлĕ иртрĕ. Ăна асăннă чиркỹ настоятелĕ Александр Сенькин тата унăн ывăлĕ Александр атте, Лаш Таяпари Турă Амăшĕ çуралнин чиркĕвĕн настоятелĕ Силуан иеромонах ертсе пычĕç. Вырăс православи чиркĕвĕ шăп çак кун Александр Невский княçăн çĕрмен ỹтне Владимир хулинчен Петербурга — Александр Невский лаврĕн Троица чиркĕвне куçарнине паллă тăвать. Кĕлĕ хыççăн пурте хĕреслĕ çул çỹреве хутшăнчĕç. Ỹкĕтлев сăмахĕсенче Александр атте халăхшăн, патшалăхăмăршăн, православи тĕнĕшĕн ỹтне, чунĕпе юнне хĕрхенмен Александр Невский княçăн хăватлă ĕçĕсем пирки каласа кăтартрĕ.

— Хамăрăн тĕнĕмĕре упрасси, ырă пурнăçăмăршăн пуçĕсене хунă таса çынсене асра тытасси пирĕн тĕп тивĕç. Вĕсем пире яланах тăшмансенчен сыхласа тата упраса пурăнаççĕ, — палăртрĕ вăл. Александр атте таса тĕне тыса пырас ĕçре пĕр-пĕрне ăнланса тата пулăшса пынăшăн районти пур пачăшкăна, ĕненỹпе чиркĕве çỹрекенсене пысăк тав сăмахĕ каларĕ.

Елена ПЕТРОВА.

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code