Суббота, 20 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Перепись пĕтĕмлетĕвĕ

Перепись пĕтĕмлетĕвĕ

Пĕтĕм Раççейри ял хуçалăх перепиçĕ çакна кăтартса панă. Чăваш Республикинче 2006 çулта 253 пин уйрăм хушма хуçалăх пулнă пулсан, 2016 çулта вĕсем 236 пинпе танлашнă. 2016 çул тĕлне пĕтĕмĕшле çĕр лаптăкĕ 116,9 пин гектартан /2006 çул/ 148,9 пин гектар таран, çав шутра ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсем 108 пин гектартан 137 пин гектар таран ÿснĕ.

2016 çул тĕлне пĕр хушма хуçалăха мăйракаллă шултра 2 выльăх /2006 çулта – 2/, 1 ĕне /1/, 2 сысна /2/, 5 сурăх тата качака /4/, 17 чăх-чĕп /12/ тивнĕ.

Хамăра апат-çимĕçпе тивĕçтереслĕх 2006 çул тĕлне 207,7 пин /2016 çулта – 238,6/, укçа-тенкĕн хушма çăлкуçĕ 99,7 /66,9/, укçа-тенкĕн тĕп çăлкуçĕ 0,6 пин /0,5/ единицăпа танлашнă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code