Пятница, 19 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Хăвăлçырмасем – пĕрремĕш!

Хăвăлçырмасем – пĕрремĕш!

Иртнĕ шăмат кун «Советская Чувашия» хаçат парнисене çĕнсе илессишĕн СССР космонавт летчикне, Совет Союзĕн икĕ хут Паттăрне Андриян Григорьевич Николаева асăнса йĕркеленĕ çăмăл атлетсен эстафета чупăвне районти спортсменсем те хастар хăтшăнчĕç.

«Прессăн спорт фестивалĕ» ят илнĕ ăмăрту кăçал 80-мĕш хут иртрĕ. Юбилейлă спорт уявне Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев уçрĕ. Вăл çăмăл атлетика Чăваш Енре спортăн чи анлă сарăлнă тĕсĕ, ку енĕпе пирĕн республикăн Олимп вăййисен, тĕнче, Европа, Раççей чемпионĕсем йышлă пулнине палăртнă май пурне те ăнăçусем сунчĕ. Спорт тусĕсене çавăн пекех Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Валерий Филимонов, Чăваш Республикин цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министрĕ Михаил Анисимов тата ыттисем те саламларĕç.

Эстафета чупăвĕ 14 ушкăнра иртрĕ, унта 190 команда хутшăнчĕ. Пирĕн районти спорт тусĕсем 5 ушкăнра 7 командăпа тупăшрĕç.

Чи малтанах ертÿçĕсен вип-чупăвĕ иртрĕ, ăна Михаил Игнатьев ертсе пычĕ. Унта министерствăсемпе ведомствăсен, район администрацийĕсен ертÿçисем, Патшалăх Канашĕн депутачĕсем чупрĕç. Унтан республикăри массăллă информаци хатĕрĕсен командисем, çав шутран «Елчĕк ен» хаçат ĕçченĕсем те старта тухрĕç. Район, хула администрацийĕсен командисен ушкăнĕнче Елчĕксем малти 10 команда йышне кĕме пултарчĕç. Çемье командисен йышĕнче вăй виçнĕ Елчĕкри Еленăпа Денис Портновсен çемйи /7 çулхи Давид ывăлĕпе хутшăнчĕç/ тăваттăмĕш вырăна йышăнчĕ.

Елчĕксем тĕп шкулсен ушкăнĕнче уйрăмах палăрчĕç. 1-мĕш вырăна Андрей Карсаков физкультура учителĕ ертсе пыракан Хăвăлçырма шкулĕн команди тухрĕ. Асăннă команда пĕлтĕр те çĕнтерÿçĕ пулнăччĕ. Патреккел шкулĕн спортсменĕсем /физрукĕ Александр Адюков/ Патăрьел районĕн команди хыççăн финиша виççĕмĕш çитрĕç.

Вăтам шкулсен йышĕнче ăмăртнă Елчĕк тата Çирĕклĕ Шăхаль спортсменĕсем малти 12 команда йышне кĕчĕç. Çĕнтерÿçĕ командăсене дипломсемпе, медальсемпе, парнесемпе чысларĕç.

Елена ПЕТРОВА.

Автор сăн ÿкерчĕкĕнче: чупура 1-мĕш вырăна тивĕçнĕ Хăвăлçырма шкулĕн команди.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code