Вторник, 23 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Паттăр çинчен – кĕнеке-палăк

Паттăр çинчен – кĕнеке-палăк

Çурла уйăхĕн варринче районта мухтавлă ентешĕмĕре – Александр Беляев 110 çул тултарнине халалласа нумай мероприяти иртрĕ. Чи пĕлтерĕшли вара – ун çинчен «Герой Советского Союза А.Ф.Беляев. 1908-1943» кĕнеке кун çути курни.

Кĕнекене пухса хатĕрлекенĕ – мăнукĕ – Владимир Анатольевич Беляев, техника наукисен кандидачĕ, Санкт-Петербургри телекоммуникаци компанийĕнче ĕçлет. Çав вăхăтрах вăтам ĕмĕрсенчи Китай, Монголи нумизматикине тĕпчет, Раççей тата ют çĕршывсен изданийĕсенче 70 ытла статья пичетленĕ. Ашшĕн йăмăкĕн – Светлана Александровнăн ĕçне – çемье историне тĕпчессине малалла тăсать.

А.Беляев çинчен халĕччен мĕн пĕлнĕ-ха эпир? Полковник, орденсен кавалерĕ, Паттăр… Урăх нимех те. Асăннă документлă кĕнеке вара кашни вулаканăн куçне «уçма» тивĕçлĕ. Паллашнă май унти шухăшсен авăрне путатăн, унти сывлăшпа сывлатăн. Ĕç-пуç хальхи самантра пулса иртнĕнех туйăнать.

640 страницăллă изданире Паттăрпа çыхăннă пĕтĕм информацие çыхăнуллă уçăмлатнă. Йăх-несĕл тымарĕсене палăртнă таблицăсем, архивсенчи документсем, сăн ÿкерчĕксем, аса илÿсем, цитатăсем, хаçат-журналсемпе кĕнекесенчен илнĕ материалсем…

Тата çырусем. Мăшăрĕ – Надежда Ефимовна – вĕсене реликви вырăнне хурса упранă. Унтан Светлана аллине куçнă.

Çырусене вуласа пынă май Александр Филипповичăн пирĕншĕн паллă мар кун-çулĕ çеç мар, кăмăл-сипетлĕхĕ те яр-уççăн тухса тăрать. Епле харсăр та сăпайлă çын пулнă-ха Елчĕк ачи! Ĕçчен, тимлĕ, тĕплĕ, принциплă, типтерлĕ – вăлах.

А.Беляев 1929 çулта хăй ирĕкĕпе çар ретне тăнă, каярахпа командирсен хатĕрленÿ курсĕнче, Фрунзе ячĕллĕ çар академийĕнче вĕреннĕ. Вăрçă пуçлансанах оборона фондне нумай хутчен укçа-тенкĕ куçарнă, облигацисемпе заемсем чылай панă. Мăшăрне: «Надюша, май çитнĕ таран эс те пулăш çĕнтерÿ тума», – тесе темиçе хутчен те асăннă çырусенче. Çĕршыва чунтан юратни çак пархатарлă утăмсенченех лайăх курăнать.

Хăш-пĕр çырусенчи йĕркесене тишкерсен те вулаканра çавнашкал туйăмсемех çуралаççĕ: «начар мар ĕçлетĕп-ха хам вырăнта, ну, начальниксем çапла шутлаççĕ», «çĕршывăн тивĕçлĕ ывăлĕ пулмаллах манăн», «çĕршыва хÿтĕлесси – манăн сăваплă ĕç», «çак кунсенче улттăмĕш хут парашютпа сикрĕм, парашютист-çирĕп кăмăллă çын».

Чăваш командирĕн пĕр çырăвĕнчи йĕркисене пач улăштармасăр вырăслах пичетлес терĕмĕр. Унта унăн патриотлăхĕ татах та яр-уççăн курăнать:

«Надюша, я желаю, чтобы ты сама, Толечка и Светочка воспитывались так, чтобы любили беспредельно свою родину, ненавидели врагов нашей Родины как личных своих смертельных врагов…».

Çыру çыхăнăвĕпе ывăлĕн /1937 ç./ воспитанийĕпе те тăтăшах тимленĕ вăл: «Толечкăна /ялан çапла çырнă. – Ред/ дисциплинăна, йĕркелĕхе хăнăхтар, иртĕхтерни сиенлĕ», «йĕлтĕрпе коньки илсе пар – ярăнтăр, вăл сывлăхлă пулмалла», «вăрçăран таврăнсан ăна чупма, сикме, йĕлтĕрпе ярăнма хăнăхтарăп».

Ашшĕ ывăлĕнче хăй пекех çар çыннине, суворовеца, курасшăн ĕмĕтленнĕ. Çакăн пирки çырусенче пĕр хутчен мар асăннă. Анчах Анатолий ун çулĕпе кайман. Тен, ашшĕ пуçне хунăран амăшĕ те хирĕçлеме пултарнă.

А.Беляев вилнĕ хыççăн фронтри юлташĕсем пĕр вăхăт унăн çемйипе çыхăну та тытнă. Ал. Паномарев офицер çапла çырнă:

«Пире, пĕрле службăра тăнисене, сирĕн çемье туслăхĕ кăштах паллăччĕ. Александр сире те, ачăрсене те питĕ юратнă. Çав тери çирĕп ыйтакан командир пулнă пулсан та, чаçре ун çине кÿренÿ тытнă салтакпа офицер пулманах. Вăл лайăх çын, харсăр кĕрешÿçĕ, пултаруллă стратег, сăпайлă офицер, сисĕмлĕ юлташ пулнă». Стратег тенĕрен, аслă офицер кашни çар операцине тĕплĕ хатĕрленнĕ, тĕрлĕ енлĕ анализ тунă. Çапăçусен вăхăтĕнче штабра команда парса ларман, ялан салтаксемпе юнашар атакăна çĕкленнĕ. Должноçне кура /дивизи штабĕн начальникĕ. – Ред/ сăнаса, хушусем парса тăма кăна та пултарнă.

Александр Филиппович Ульяновскри педагогика техникумĕнче чăвашсен пулас паллă сăвăçипе, Патăрьел каччипе Митта Ваçлейĕпе пĕрле вĕреннĕ. Вĕсене литературăпа поэзи çыхăнтарнă. Вăрçăччен Александр çемйине тăтăшах кĕнеке посылкисем ярса тăнă. Вулама юратни фронтра тивĕçлĕ йышăнусем тума та пулăшнă пулĕ.

Ентешĕмĕр вунă çул хушшинче кĕçĕн лейтенантран гварди полковникне çитнĕ. Юлашки званине илнĕ чухне 35 çулта кăна пулнă. Кунашкал ÿсĕме командир таланчĕпе палăрнисем, пысăк çар йышне кăткăс лару-тăрура пĕлсе ертсе пыракансем çеç тивĕçме пултарнă. Десантник вăрçă хирĕнче 17 уйăх ытларах çеç пулнă, анчах çак хушăра паттăрлăхшăн виçĕ ордена, пĕр медале, Совет Союзĕн Геройĕ ята тивĕçнĕ.

Ентешĕмĕрĕн пархатарлă кун-çулне çутатнă кĕнеке – палăк. Вăл кашни шкулта, вулавăшра пулмалла. Паттăр çинчен пурте пĕлме тивĕç.

Николай МАЛЫШКИН.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code