Четверг, 28 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Вĕсене хĕл хăратмĕ

Вĕсене хĕл хăратмĕ

Хальхи вăхăтра райадминистрацин ял хуçалăх пайĕн начальникĕ Петр Тремасов ертсе пыракан ятарлă комисси ял хуçалăх предприятийĕсенчи тата хресчен /фермер/ хуçалăхĕсенчи выльăх-чĕрлĕх фермисене хĕле мĕнле хатĕрленине тĕрĕслет.

Хальлĕхе комисси членĕсем «Сатурн», Ленин ячĕллĕ, «Рассвет», «Колос», «Комбайн» ЯХПКсенчи тата «Урожай» ОООри, Б.Тихомиров хресчен /фермер/ хуçалăхĕнчи лару-тăрупа паллашнă. «Сатурн», «Рассвет», «Урожай» хуçалăхсенчи витесенче юсав ĕçĕсем ирттернĕ, дезинфекци тунă, шуратнă. «Комбайн» ял хуçалăх производство кооперативĕнчи виçĕ бригадăри фермăсен территорийĕнче тирпейлĕх хуçаланать, вĕсен йĕри-тавра карта тытса çавăрнă. Кунта зооветеринари требованийĕсене çирĕп пăхăнаççĕ. Пĕр сăмахпа каласан, фермăсем хĕле хатĕр. Ĕне выльăхсене хĕл кунĕсенче тăрантарма çирĕп апат никĕсĕ хатĕрленĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code