Среда, 24 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Эпĕ – телейлĕ çын

Эпĕ – телейлĕ çын

Хама эпĕ питĕ телейлĕ çын тесе шутлатăп. Çапла пулма комсомол çул уçса пынă.

Комсомол йышĕнче пулнă тапхăра, уйрăмах ун ретне тăнине, нихăçан та манаймастăп. Эпир, виçĕ юлташ, ир-ирех тăрса Елчĕке тухса утрăмăр, пысăк ĕмĕте пурнăçлама. ВЛКСМ райкомĕн пĕрремĕш секретарĕ Николай Сайкин саламласа билетсем тыттарчĕ пире, значоксем çакса ячĕ. Вĕçме хатĕр вĕт çав самантра. Савăнăçăн вĕçĕ çук! Пысăк çын пекех туйрăмăр хамăра.

1959 çулхи çураки тапхăрĕнче бригадăсенче комсомол ушкăнĕсене йĕркелерĕмĕр. Эпĕ группорг, Фоат Галимов – манăн пулăшуçă. Питĕ харсăрччĕ. Уйсенче ытларах нÿр тытса хăварассипе ăмăртаттăмăр. Районта çĕнтерсе ВЛКСМ райкомĕн грамотине те тивĕçрĕмĕр. 17 çынран тăракан çавăн пек ушкăн фермăра та пурччĕ. Пысăк сăвăмшăн хĕрсене Мускаври ВДНХ свидетельствине панă.

Çамрăксем савăнма та пĕлнĕ. Кам та пулин килсе пулăшасса е ирттерсе парасса кĕтсе ларман мероприятисене. ДОСААФ тата «Урожай» ирĕклĕ спорт обществин вырăнти организацийĕсен ĕçĕсене çĕнĕрен чĕртсе ятăмăр. Пирĕн ретре тăракан 52 çынран хор йĕркелерĕмĕр, вăрçă ветеранĕсене шефа илтĕмĕр. Тĕрлĕ ырă йăла-йĕркесене ирттерессине те çирĕп пăхăнса пынă.

Комсомол политвĕренÿ тытăмĕн занятийĕсене вăхăтра, çÿллĕ шайра ирттерме тăрăшнă. Комитет ларăвĕсене вырăна тухса – фермăсенче, машинăпа трактор паркĕсенче те йĕркеленĕ, ĕç ăмăртăвĕн кăтартăвĕсене тишкерсе малтисене хавхалантарнă.

Çар ретĕнче пулнă çулсенче те мана комсомол ушкăнне ертсе пыма шаннă. 11-ĕнччĕ эпир. Полкра чи лайăххисен шутне кĕнĕрен ĕç опычĕпе паллаштарма та тÿр килчĕ пысăк пухура. Паллах, служба тивĕçĕсене чыслăн пурнăçланăшăн тата обществăри хастарлăхшăн сахал мар наградăна тивĕçрĕм.

Пирĕн çулсенче ĕçлеме питĕ интереслĕччĕ, мĕншĕн тесен пуçаруллă, хастар комсомолецсем чылайччĕ. Вазых Сафин, Илгизяр Ахметшин, Кабир Юнусов, Мирсаит Валеев, Курбан Ахмадуллин тата ыттисем те тĕрлĕ енĕпе «вĕресе» тăнă. Вĕсем питĕ пултаруллăччĕ, вĕсене шаннă.

Рифкат ХАРИСОВ.
Сăрьел.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code