Четверг, 28 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Общество и право > Яланах халăх хушшинче

Яланах халăх хушшинче

Ял тăрăхĕсенчи йĕркелĕхе тивĕçлĕ шайра тытса тăрас ĕçре полицин участоксенчи уполномоченнăйĕсен тÿпи пысăк.

Таяпа Энтри ялĕнче çуралса ÿснĕ, халĕ унтах пурăнакан Григорий Александрович Шадриков хăйĕн ĕçне пĕлнипе тата чунтан парăннипе палăрса тăрать. Граждансене хăрушсăрлăхпа тивĕçтерес, общество йĕркелĕхне çирĕплетес, йĕркене пăсасран тата преступлени тăвасран асăрхаттарас тĕллевсене мала хурса тимлет вăл.

– Участоксенчи уполномоченнăйсем яланах халăх хушшинче пулаççĕ, пухусене хутшăнса ял тăрăхĕсенчи лару-тăрупа паллаштараççĕ. Шкулсене, ăнăçсăр çемьесене час-часах çÿренĕ, профилактика канашĕсене хутшăннă май граждансене саккунсемпе паллаштарнин, тÿрĕ çултан пăрăнакансене йĕркене пăхăнма сĕннин витĕмĕ пысăк, – палăртать сотрудник.

Сăмах май, Григорийăн ашшĕ Александр Григорьевич ĕмĕрне тăван хуçалăхра агрономра, амăшĕ Любовь Алексеевна зоотехникра ĕçлесе ирттернĕ. Вĕсен ырă тĕслĕхне мала хурса арçын ача та шкултан вĕренсе тухсан Шупашкарти ял хуçалăх институтне çул тытнă, унта вĕренсе алла диплом илнĕ. Анчах та çамрăк хăйĕн шăпине ял хуçалăхĕпе мар, пачах урăх профессипе çыхăнтарасшăн пулнине каярах анчах ăнланса илнĕ – вĕренÿ хыççăн тÿрех йĕрке хуралĕн ĕçченĕнче тăрăшма пуçланă. Малтанах Канаш хулинчи патрульпе пост службине ĕçлеме вырнаçнă вăл. Кунта çулталăк тăрăшнă хыççăн участокри уполномоченнăй ĕçне пурнăçлама шаннă çамрăка. Çапла вара 2016 çулчченех ĕçленĕ вăл çак должноçра. 2016-2018 çулсенче дознаватель пулса вăй хунă.

Кăçал вара Григорий Шадриков тăван тăрăха таврăннă. Çапла тума ăна ашшĕ-амăшĕ ватăлса пыни, вĕсене тимлĕх кирли хистенĕ. Григорий Николаевич хальхи вăхăтра ШĔМĕн районсем хушшинчи «Комсомольский» уйрăмĕн Елчĕк районĕнчи полици пайĕнче участокри уполномоченнăйра тăрăшать. Елчĕк тата Аслă Елчĕк ялĕсенчи йĕркелĕхшĕн яваплă полици ĕçченĕ.

– Участокри уполномоченнăйсен хăш енсене мала хумалла? – ыйтатăп унран.

– Чи малтанах халăхпа ĕçлес кăмăл пысăк пулмалла. Хăвна, теприне хисеплеме пĕлни, кашни этемрех çын курни, хăвăнтан та, халăхран та çирĕп ыйтни, ĕçри «çанталăка» – ĕçре, килтине килте хăварма пĕлни пĕлтерĕшлĕ. Участковăйăн тĕрлĕ лару-тăрура следователь те, судья та, прокурор та пулма тивет. Çавăнпа та йĕркене çирĕп пăхăнни, çынна хисеплени, теприне итлеме тата илтме пĕлни пысăк вырăн йышăнать пирĕн ĕçре, – хуравлать вăл.

Хăйне çирĕплетсе панă ял тăрăхĕсене час-часах тухса çÿренĕ май пур яла та çитсе çаврăнма ĕлкĕрнине, çапла туни халăха хăйне хÿтлĕхлĕ туйма май панине палăртать.

– Мĕн пăшăрхантарать сире уйрăмах?

– Халăх ансат йĕркесене пăхăнманни канăç памасть. Тĕслĕх вырăнне пĕр пулăма илсе кăтартас килет. Елчĕкри перекет банкĕ, библиотека, НФЦ вырнаçнă çурт умĕнчи чарăнура инвалидсен автомашинисем валли уйăрнă ятарлă вырăн пур. Анчах та хăшĕ-пĕри темшĕн пăхăнмасть йĕркене, автомашинисене шăпах çак вырăна лартса хăварать. Инвалидăн вара ăçта чарăнмалла-ши; Çак пĕр тĕслĕхпе манăн халăха ыттисем патне те тимлĕрех пулма, йĕркене çирĕп пăхăнма ыйтас килет, – хуравлать участокри уполномоченнăй.

Е.ПЕТРОВА.

Сăн ÿкерчĕкре: Григорий Шадриков.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code