Четверг, 25 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Качакана тимлĕх кирлĕ

Качакана тимлĕх кирлĕ

Юлашки çулсенче килти уйрăм хуçалăхсенче тĕрлĕ ăратлă качакасем йышлăн усраççĕ. Кил хуçисен качаки тĕрлĕ чирпе чирленĕ е пăранланнă вăхăтра сиксе тухакан ыйтусем сахал мар. Çавна май хăш-пĕр канашсем вырăнлă пулĕç.

Качакана пăранлантарасси – яваплă тапхăр. Выльăх пĕтĕ чухне унпа тимлĕ пулмалла. Качака сывă тăк унăн путекĕсем те тĕрĕс-тĕкел пулаççĕ.

Пĕтĕ выльăха пахалăхлă апатпа тăрантармалла. Хĕллехи вăхăтра лĕп шыв памалла. Сивĕ шыв ĕçтерсен качакан хырăмĕ ÿкме пултарать. Качака 5 уйăха яхăн пĕтĕ çÿрет. Юлашки икĕ уйăхра уйрăмах шăнасран, нÿрĕкрен, витĕр çилтен упрамалла. Çак тапхăрта ăна витаминлă апат кирлĕ. Пĕр-икĕ кашăк пурă çăнăхне туранă пахча çимĕç ?выльăх кăшманĕ е купăста/ çине сапса памалла. Чĕрĕ хыр е чăрăш лăсси, типĕтнĕ милĕк çитерсен аван, çуламалли тăвар катăкĕ хумалла. Пĕтĕ качакана ытлашши нумай çитересрен те асăрханмалла – пăранланă чухне йывăра килет. Выльăха кулленех ирĕке кăларса уçăлтармалла.

Качака тăракан вырăна маларах лайăх тасатмалла, вăл ăшă пулмалла. Пăранлас патнех çитнĕ качака витерен тухасшăнах мар, çилли карăнать тата ытти те. Пăранласси икĕ эрне юлсан ăна чĕрĕ тымар çимĕç пама юрамасть, кайран та икĕ-виçĕ эрне типĕ апатпа тăрантармалла, лĕп шыв çителĕклĕ памалла.

Пăранласассăнах путекĕн кăвапине 15 см татмалла. Таса пусма татăкĕпе лăймакаран сăмсине, пуçне шăлса тасатмалла, кĕлеткине те сăтăрса типĕтмелле. Качака путекки 15 градус ăшă витере те шăнса пăсăлма пултарать, ăна ăшă кирлĕ.

Путеке мĕн вăхăтран ĕмĕртмелле-ха; Пăранланă хыççăн 1-2 сехетрен путеке амăшĕн сĕтне ĕмĕртме тăрăшмалла. Çакă унăн иммунитетне çирĕплетме кирлĕ. Пĕчĕк путек ăшĕнче иммун хÿтлĕхĕн япалисем çук, тин пăранланă качака сĕтĕнче хÿтлĕх – иммуноглобулин – питĕ нумай. Амăшĕн сĕчĕ путеке хăвăрт лексен унăн вар-хырăмĕнче усăллă бактерисем вăй илеççĕ. Амăшĕн сĕчĕ маститпа чирлĕ, ăна антибиотик эмелсемпе сиплетĕр пулсан, путеке амăшĕн сĕчĕ юрамасть. Кун пек чухне ятарлă типĕтнĕ сĕте шывпа хутăштарса памалла.

Икĕ эрнерен путеке вăхăт-вăхăт амăшĕнчен уйăрса типĕ апат çиме хăнăхтармалла. Çемçе утă, милĕк çакса памалла. Малтанхи вăхăтра путексене амăшĕпе тăратсан лайăхрах. Вĕсем хăйсене кирлĕ чухлĕ сĕт ĕмсе илме пултараççĕ. Качака 3-4 путек тума пултарать. Кун пек чухне путексене пăхассине кил хуçин хăй çине илмелле, унсăрăн вăйсăртараххисем аталанаймасăр вилме пултараççĕ.

Пĕр уйăхран путексене пĕчĕккĕн уйрăм çиме, шыв ĕçме хăнăхтармалла. Çĕр каçиччен амăшĕнчен уйăрса хупмалла. Качака путеккисем виçĕ уйăха çитсен вĕсене амăшĕнчен йăлтах уйăрмалла. Ку вăхăта вĕсем хăйсем тĕллĕн апатланма пултараççĕ. Путексене витаминлă хутăш апата ?комбикорм/ ÿсĕмне кура памалла.

А.БЫКОВА,
районти выльăх-чĕрлĕх чирĕсене хирĕç кĕрешекен станцин терапевт тухтăрĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code