Вторник, Июнь 25, 2019   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Образование > Елчĕк шкулĕнче – çĕнĕ выставка

Елчĕк шкулĕнче – çĕнĕ выставка

Шупашкарти «Радуга» культурăпа выставка центрĕ «Лица Чувашии» социаллă проект хатĕрленĕ. Вăл Раççей Федерацийĕн Президенчĕн грантне çĕнсе илнĕ проектсен йышне кĕнĕ. Чăвашран тухнă, Чăваш Ен историйĕнче паллă йĕр хăварнă мухтавлă çыннăмăрсене халалланă выставка республикăри 21 шкула çитĕ. Тунтикун шăпах Елчĕкри вăтам шкулта çак курăмлă выставкăна уçрĕç.

«Лица Чувашии» курава курма çамрăк кадетсемпе аслă классенче вĕренекенсем, учительсем пухăнчĕç. Малтанах кадет класĕнче вĕренекенсем Т.Маркова учительница Елчĕк енĕн мухтавлă ывăлĕсемпе хĕрĕсене халалласа çырнă сăввисене чĕрене витермелле вуларĕç.

Савăнăçлă мероприятие уçнă çĕре район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ-вĕренÿпе çамрăксен политикин пайĕн пуçлăхĕ Л.Левый хутшăнчĕ. Вăл чи малтанах хамăр районтан тухнă Паттăрсемпе паллă çынсене аса илчĕ, Елчĕк çĕрĕ пултаруллă ентешĕмĕрсемпе мăнаçланнине палăртрĕ. «Лица Чувашии» выставка вара шкул ачисене Чăваш Енрен тухнă, унăн историйĕнче сумлă ĕçсемпе ырă йĕр хăварнă ятсене лайăхрах пĕлме пулăшнине, çакă вĕренекенсене тăван ен культурине, историне, йăли-йĕркине упраса хăварнă çĕрте пысăк та курăмлă ĕç пулнине палăртрĕ. Л.Васильева шкул директорĕ «Радуга» культурăпа выставка центрĕпе чылай çул тачă çыхăну тытнине пĕлтерчĕ, килĕштерсе ĕçленĕшĕн центр ĕçченĕсене шкул ятĕнчен тав турĕ.

Хĕрлĕ хăйăва каснă май пухăннисем Елчĕкри искусство шкулĕн инструментсен ансамблĕ шăрантаракан илемлĕ кĕвĕсемпе киленчĕç. Кунтах шкул йĕркеленĕ «Лица Яльчикского района» куравпа та паллашма кăсăклă пулчĕ.

«Радуга» культурăпа выставка центрĕн директорĕн çумĕ С.Краснова проект, А.Фирсова эксурсовод курав çинчен тĕплĕн каласа пачĕç.

Шкулăн иккĕмĕш хутĕнчи стенасем çине çакнă Чăваш Енĕн мухтавлă çыннисен кун-çулĕпе паллашнă май вĕсен сăнарне куç умне кăларса тăрататăн, мĕншĕн тесен выставкăра вĕсен портретне, вĕсем каланă ытарлă каларăшĕсене те уçса панă.

Курав чăвашсен çĕнĕ алфавитне тунă Иван Яковлевран пуçланни уйрăмах пысăк пĕлтерĕшлĕ. Ун хыççăнах хамăр ентеш, тĕнчипе паллă академик Геннадий Волкова халалланă стенд вырнаçнă. Кам кăна çук-ши паллă çынсем хушшинче: А. Николаев, Н.Бичурин, Н.Ашмарин, Е.Рожанский, П.Егоров, А.Крылов, М.Михайлов, В.Чапаев, З.Парфенова, Н.Павлова тата ыттисем те. Куратăр-и, мăнаçлă çыннăмăрсем хушшинче часах аса илеймен хушаматсем те пур. Апла пулсан выставкăпа паллашмаллах, хамăр республикăшăн кăна мар, çĕршыв шайĕнче пысăк ĕçсемпе палăрнă мухтавлă çынсене пирĕн кашнийĕн пĕлмеллех.

В.АЛЕКСЕЕВА.

Сăн ÿкерчĕкре: выставкăна уçнă самант.

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code