Четверг, 18 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Инвестицисене илĕртмелле

Инвестицисене илĕртмелле

РФ Президенчĕн Атăлçи федераци округĕн полномочиллĕ представителĕн çумĕ Олег Машковцев Атăлçи федераци округĕнче пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх объекчĕсене 2018-2019 çулсенчи кĕркуннехи тата хĕллехи тапхăра хатĕрлесе çитерессипе çыхăннă ыйтупа канашлу ирттернĕ.

Видеоконференци мелĕпе иртнĕ канашлура Олег Машковцев çакна палăртнă: Атăлçи федераци округĕнче котельнăйсен 90 процентне, пурăнмалли çурт-йĕр фончĕн тата ăшăтмалли тĕп пунктсен – 92, ăшă, шыв пăрăхĕн тата электричество сечĕсен 93 процентне хĕллехи тапхăрта кăлтăксăр ĕçлеттерме хатĕрлесе çитернĕ. Предприятисемпе организацисенче 115 процент кăмрăк, 129 процент шĕвĕ топливо, 53 процент хытă топливо хатĕрленĕ. Çав вăхăтрах хăш-пĕр регион хутса ăшăтмалли тапхăра тивĕçлипе хатĕрленсе çитейменнине те палăртнă ертÿçĕ çумĕ.

Сентябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне топливăпа тата энергетика ресурсĕсемпе усă курас енĕпе пуçтарăннă парăм 39,7 миллиард тенкĕпе танлашнине палăртнă канашлура. Коммуналлă инфраструктура кивелсе пыни те пăшăрхантаракан тĕп ыйтусен шутĕнче. Çавна май ĕç тăвакан влаç органĕсен ертÿçисене вырăнти хăй тытăмлăх органĕсемпе тачă çыхăнса ĕçлеме, юхăннă оборудованисене çĕнетес тĕллевпе ЖКХна уйрăм инвестицисене илĕртессине ĕçе кĕртме, парăм виçине чакарас енĕпе витĕмлĕ ĕçлеме сĕннĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code