Четверг, Декабрь 13, 2018
Главная > Общество и право > Киревсĕрлĕхе хирĕç пĕрле кĕрешмелле

Киревсĕрлĕхе хирĕç пĕрле кĕрешмелле

Район администрацийĕнчи ларусен пĕчĕк залĕнче наркотика хирĕçле районти комиссин черетлĕ ларăвĕ пулса иртрĕ. Ăна унăн председателĕ – район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ – вĕренÿпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Леонард Левый ертсе пычĕ.

Ларура сăмах наркотикпа тата психотроплă хутăшсемпе усă курассине хирĕç кĕрешес тĕллевпе районта пурнăçланакан тĕрлĕ ĕç-хĕл пирки пычĕ. Ку енĕпе вĕренÿ учрежденийĕсенче уйрăмах пысăк ĕçсем пурнăçланаççĕ. Асăннă темăпа класс сехечĕсем тата ытти мероприятисем ирттересси йăлара. Наркотиксен саккунсăр çаврăнăшĕпе кĕрешмелли мерăсен тĕллевлĕ программине пурнăçлас тĕллевпе республикăри, çав шутран районти вĕренÿ заведенийĕсенче çамрăксене хăйсен ирĕкĕпе тестлассине йĕркене кĕртнĕ. Елчĕк районĕнчи психологипе педагогика, медицина тата социаллă пулăшу центрĕн начальникĕ Ирина Кузьмина хыпарланă тăрăх, 2017-2018 вĕренÿ çулĕсенче шкулсенче пĕлÿ илекен 389 яш-хĕр ятарлă социаллă тата психологи он-лайн тесчĕсем витĕр тухнă. Тестировани кăтартăвĕсемпе килĕшÿллĕн 4 вĕренекен «хăрушлăх ушкăнне» лекме пултарасси çирĕпленнĕ, çавна май тĕрлĕ класс ачисемпе профилактика мероприятийĕсем пурнăçланă.

Наркомание хирĕç кĕрешесси çине ШĔМĕн районти полици пайĕн сотрудникĕсем те пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Çавна май республикăра анчах мар, районта та «Мăкăнь», «Вилĕмпе ăçта суту-илÿ тунине пĕлтер», «Наркопритон» ятсемпе операцисем ирттересси йăлана кĕнĕ. Асăннă операцисене йĕрке хуралĕн ĕçченĕсем çулсеренех темиçе тапхăрпа йĕркелеççĕ, çак хушăра рейдсем, халăх хушшинче ăнлантару ĕçĕсем пыраççĕ. ШĔМĕн Елчĕк районĕнчи полици пайĕн начальникĕ Алексей Алексеев пĕлтернĕ тăрăх, «Мăкăнь – 2018» операци вăхăтĕнче ăнсăртран пахчара мăкăнь çитĕнтернĕ 7 çуртăн хуçине те асăрхаттарма, 10 тăваткал метр лаптăк çинче хуçасăр çитĕнекен кантăра тасатма тивнĕ йĕрке хуралĕн ĕçченĕсен. Халăхăн çакна çирĕп пĕлмелле: енчен те пахчара е кил картинче мăкăнь е кантăр çитĕнет пулсан ăна пĕр тăхтаса тăмасăр çăлса ывăтмалла. Унсăрăн саккун умĕнче явап тытма тивĕ. Ку енĕпе ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене халăхпа ăнлантару ĕçĕсем йĕркелеме те сĕнсе хăварчĕç.

– Район территорийĕнче наркотикăн саккунсăр çаврăнăшĕн сферинче йĕркене пăснă 7 çынна тупса палăртнă, 2-шне ирĕк прависĕр хăварнă. 2018 çулхи июнь уйăхĕнчи тĕрĕслев вăхăтĕнче РФ Уголовнăй кодексĕн 234 статйин 3 пайĕнче палăртнă йĕркесене пăснă тĕслĕхпе пĕр уголовнăй ĕç пуçарнă, айăпли тивĕçлипе явап тытать, – палăртрĕ Алексей Константинович.

Пуçтарăннисен умĕнче ял тăрăхĕсенчи наркотика хирĕçле комиссисен председателĕсем Алексей Мартышкин /Курнавăш ял тăрăхĕ/, Алексей Трофимов /Тăрăм/ сăмах илчĕç, наркомание хирĕç кĕрешес енĕпе вырăнта пурнăçланакан ĕç-хĕл çинче чарăнса тăчĕç. Районти тĕп больницăри нарколог тухтăр Рената Шакова наркотик хатĕрĕсен саккунсăр çаврăнăшне хирĕç тăрас енĕпе пурнăçланакан ĕç-хĕл пирки каласа кăтартрĕ.

Районта «Елчĕк районĕнче 2010-2020 çулсене йышăннă наркотик хатĕрĕсемпе иртĕнессине тата вĕсен саккунсăр çаврăнăшне хирĕçле комплекслă мерăсем» тĕллевлĕ программа та ăнăçлă ĕçлет. Çул çитменнисене тата халăха киревсĕр йăласенчен асăрхаттарса культура ĕçченĕсем те тĕрлĕ профилактика мероприятийĕсем пурнăçлаççĕ.

Леонард Левый калаçăва пĕтĕмлетнĕ май наркомани ыйтăвĕ çивĕчрен те çивĕччисен шутĕнче пулнине, çак киревсĕрлĕхе хирĕç кĕрешес ĕçре вăйсене пĕрлештермеллине тата ку ĕçе общественноçа та анлăн явăçтармаллине палăртрĕ.

Елена ПЕТРОВА.

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code