Вторник, Июль 14, 2020   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Паттăр разведчик

Паттăр разведчик

Патреккел ялĕнче çуралса ÿснĕ, халĕ Челябинск хулинче пурăнакан Владимир Григорьевич Марков чылай çул ĕнтĕ ентешĕмĕрсене – вăрçă ветеранĕсене пĕр тĕвве пухассипе, вăрçăра хыпарсăр çухалнă çынсем пирки информаци пухассипе тăрăшса ĕçлет, çавна май тĕрлĕ сайтсенче шырав ĕçĕсем пурнăçлать.

Нумаях пулмасть Владимир Григорьевич мана çакăн евĕр материал ярса пачĕ: «Оборона министерствин архивĕнче Аслă Елчĕкре çуралса ÿснĕ ветеран-фронтовика – Анисифор Осипович Тенькова пырса тивекен Черняховский генерал-лейтенантпа Оленин генерал-майор алă пусса çирĕплетнĕ документсем куç тĕлне пулчĕç. Пĕрне 1943 çулхи октябрĕн 30-мĕшĕнче çырнă, унта çапла палăртнă: «Командовани заданийĕсене пурнăçланă чух хăюлăхпа паттăрлăх кăтартнăшăн Анисифор Осипович Теньков Совет Союзĕн Геройĕ ятне илме тивĕç». Анчах паллă мар сăлтава пула тивĕçеймен çак ята ентешĕмĕр.

Анисифор Теньковăн паттăрлăхне палăртакан статья /унта çак маларах асăннă документ пирки те çырнă/ пирĕн хаçатра 1997 çулта ноябрĕн 20-мĕшĕнче пичетленнĕ /авторĕ Александр Карлин/. Вулаканăмăра ентешĕмĕрĕн паттăрлăхĕ пирки тепĕр хут аса илтерни вырăнлă.

Анисифор Осипович 1903 çулта Аслă Елчĕкре çуралнă. Аттелĕхĕн Аслă вăрçине 1942 çулта тухса кайнă. Стрелоксен 141-мĕш дивизийĕнче 138-мĕш разведротăн командирĕ пулнă. 1942 çулхи февраль уйăхĕнче А.Теньков фашистсен обер-ефрейторне тыткăна илнĕ, çавна май командование кирлĕ сведенисемпе тивĕçтернĕ. Çак çулах операцисен вăхăтĕнче 14 фашиста тĕп тунă, 3 фашиста тыткăна илнĕ. Хăюллă салтака «Паттăрлăхшăн» медальпе наградăланă.

Разведчик пулмах çуралнă Аслă Елчĕк каччи. Кушак пек шăппăн çÿреме пултарнă вăр-варскер. 1943 çулхи августăн 19-мĕшĕнче салтаксен ушкăнĕпе тăшман тылне разведкăна кайнăскер нимĕçсен фельдфебльне тыткăна илнĕ, çакăншăн Хĕрлĕ Çăлтăр ордена тивĕçнĕ. Кăштах вăхăт иртсен каллех Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕпе наградăланă. Дурово ялĕ çывăхĕнче чарăннă тăшман вăйне пĕлмелле пулнă пирĕн салтаксен. Анчах та гитлеровецсем патне ниепле те çывхарма май пулман. Теньков разведкăна хăйне яма ыйтнă. Ушкăнри салтаксемпе пĕрле вĕсем тăшман тылне ăнăçлă каçса кĕрсе икĕ фашиста тыткăна илнĕ. Анчах та каялла таврăннă чухне гитлеровецсем автоматсенчен «çунтарма» пуçланă. Юлташĕсене «чĕлхесемпе» пĕрле малалла кайма хушса Теньков вĕсене хыçал енчен хÿтĕленĕ, чылай тăшмана тĕп тунă.

Днепр çинчи йывăр çапăçусенче те паттăрлăхпа палăрнă Анисифор Осипович. Татти-сыпписĕр пенине, пульăсем шăхăра-шăхăра иртнине, ракетăсем çуталса тăнине пăхмасăр хăйĕнпе пĕрле икĕ салтак илсе Днепр урлă ишсе каçнă вĕсем. Тăшман тылĕнче 25 нимĕç салтакĕпе тĕл пулсан çухалса кайман пĕчĕк ушкăн, хăйсене нумаййăн пулнă евĕр кăтартса тĕрлĕ енчен пĕр чарăнми татти-сыпписĕр персе 20 нимĕçе тĕп тунă, унтер-офицера тыткăна илсе каялла Днепр урлă ăнăçлă ишсе каçнă.

Пĕр çулталăк та виçĕ уйăхра ытти разведчиксемпе пĕрле 21 «чĕлхе» тытнă, кирлĕ документсемпе «чĕлхе» тытса килес тĕлĕшпе 130 ытла операцие хутшăннă. Хăй кăна 115 фрица тĕп тунă. Курск патĕнчи çапăçусен вăхăтĕнче хăйĕн отделенийĕпе разведкăна кайсан тăшманăн 30 салтакне леш тĕнчене ăсатнă, чылай хĕç-пăшал тытса илнĕ.

Пысăк хăюлăхпа палăрнăшăн Ленин орденне те тивĕçнĕ вăл.

Вăрçă хыççăн А.Теньков Ленин ячĕпе хисепленекен колхозра вăй хунă. 1956 çулта çĕре кĕнĕ.

Е.ПЕТРОВА.

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code