Суббота, 20 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Президент сĕнĕвĕсене ырланă

Президент сĕнĕвĕсене ырланă

Сентябрĕн 26-мĕшĕнче Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думинче пенси тытăмне улшăнусем кĕртес саккун проектне иккĕмĕш вулавра пăхса тухнă. Ларăва хутшăннă пур депутат та пĕр саслă пулса ăна ырланă.

Аса илтеретпĕр, пенси тытăмне çĕнĕлĕхсем кĕртес пирки Раççей Правительстви Патшалăх Думине июнĕн 16-мĕшĕнче сĕнÿпе тухнăччĕ. Унта арçынсен пенси çулне 65, хĕрарăмсене 63 çул таран ÿстерме сĕннĕччĕ. Раççей Президенчĕ Владимир Путин саккун проекчĕ пирки хăйĕн шухăшне пĕлтерчĕ, хĕрарăмсене тивĕçлĕ канăва каяс çула 60-тан ирттермелле мар терĕ. Депутатсем ырланă саккун проектĕнче çак сĕнĕве те, аслă ăрури çынсене ытти енĕпе çăмăллăхсем парассине, нумай ачаллă амăшĕсене маларах пенсие тухма, çитес икĕ çулта пенсие тухмалла пулнă çынсене çур çул маларах пенси йĕркелеме ирĕк парассине, пенси умĕнхи ÿсĕмри граждансен ĕçсĕрлĕх пособине ÿстерессине, палăртнă вăхăтчен маларах тивĕçлĕ канăва кайма ирĕк паракан стажа пĕчĕклетессине, ялта пурăнакан ĕçлемен пенсионерсене 25 процент хушса тÿлессине, ватлăх пенсийĕсене индексацилессине те, шута илнĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code