Вторник, 16 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Техникăна – хатĕррисен ретне

Техникăна – хатĕррисен ретне

Районти хуçалăхсенче уй-хир ĕçĕсем вĕçленсе пыраççĕ.

Çавна май ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен /фермер/ хуçалăхĕсенче ĕçрен пушаннă техника хатĕрĕсене хĕл каçма вырнаçтарма вăхăт. Тĕш тырă, выльăх апачĕ пухса кĕртекен комбайнсене, ытти агрегатсене тусанран, арпа-улăмран, курăксен юлашкийĕсенчен тасатмалла, ременьсемпе сăнчăрсене пушатмалла, гидроцилиндрсене склада упрама хумалла. Тутăхакан пайсене ятарлă шĕвексемпе сĕрмелле. Комбайнсене, агрегатсене пукансем çине вырнаçтармалла е хÿтĕ вырăна илсе кĕртмелле.

Хуçалăхсенче техника хатĕрĕсене хĕл каçма вырнаçтарассипе çыхăннă лару-тăрăва тĕрĕслес тĕллевпе районта ятарлă комисси ĕçлет. «Сатурн», «Комбайн», «Яманчурино», «Победа», «Рассвет», «Клевер», «Эмметево», «Труд» хуçалăхсенче тĕш-тырă пухса кĕртекен комбайнсене тасатса упрама лартнă. Ку енĕпе ытти хуçалăхсенче те ĕçсем кал-кал пыраççĕ.

В.МЕКШЕЕВ,
Гостехнадзорăн районти инспекцийĕн начальникĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code