Среда, 24 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Культура > Ырă ят темрен хаклă

Ырă ят темрен хаклă

Елчĕкри тĕп библиотекăн краеведени уйрăмне тавра ялсенчи тивĕçлĕ канăва тухнă хĕрарăмсем йышлăн çÿреççĕ. Вĕсенчен пĕри – Патреккел ялĕнчи Галина Можаева. Галина Ильинична уйрăмах чăваш писателĕсем А.Павловская, С.Павлов, Г.Максимов çырнă хайлавсене ăша хурса вулать. «Ырă хыпар» журналăн çĕнĕ номерĕсене вара 85 çулхи амăшĕ валли илсе каять.

Килĕшÿпе çураçулăх хуçаланакан, пĕр шухăш-ĕмĕтпе пурăнакан, пĕр тĕллев патне туртăнса куçран пăхсах, пĕр сăмахсăрах ăнланакан Зинаида Аркадьевнăпа Илья Егорович Петровсен çемйинче кун çути курнă Галя. Шкул пĕтерсен Вăрнарти совхоз-техникумра агроном-организатор профессине алла илнĕ. Çамрăк специалиста Новгород облаçне ĕçлеме янă. Унта вăл хуçалăхри комплекслă бригадăна ертсе пынă. Анчах та нумай ĕçлемен унта Галина Ильинична. Ашшĕпе амăшĕ хĕрне тăван ялтах хăварас ĕмĕте татман. Володя шăллĕпе Таня йăмăкĕ те аппăшĕшĕн питĕ тунсăхланă. Паянхи кун та пĕр-пĕрне хисеплесе пурăнаççĕ Петровсен ачисем: Владимир Ильич таврари паллă хирург, Татьяна Ильинична кÿршĕ Тутарстан Республикинчи Пăва хулинче тымар янă. Галя вара, Валерий мăшăрĕпе, ашшĕпе амăшĕн кÿршиех. Вĕсем хăтлă çурт-йĕр çавăрнă.

Галина Ильинична 37 çул çыхăну уйрăмĕнче тăрăшнă. Çыхăну ветеранĕ шаннă ĕçе яланах тÿрĕ кăмăлпа, яваплăхпа пурнăçланă. Çавăн пек пулма ăна ашшĕ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ связисчĕ, культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Патреккел халăх хорĕн солисчĕ Илья Егорович тата ĕмĕр тăршшĕпе почтальонкăра вăй хунă Зинаида Аркадьевна вĕрентнĕ.

Тивĕçлĕ канури хĕрарăм йышлă çемйине хаклакан çын. Галина уйрăмах тĕрĕ тĕрлеме, çыхма юратать, чечексем ÿстерет. Виçĕ ывăлĕ те, ашшĕ пекех ăста. Ачисем ĕç тĕлне пĕлнĕшĕн хĕпĕртет амăшĕ. Пилĕк çулхи Катюша – асламăшĕн чун йăпанăçĕ. Хĕр пĕрчи садикре чухне те тунсăх пусать асламăшне. Иккĕшĕ калаçма, выляма юратаççĕ, сас паллисем вĕренеççĕ. Тăватă мăнукĕ пĕрле пуçтарăнсан вара савăннипе куççульне те пытараймасть мăнукĕсене чунтан юратаканскер.

Хĕллехи кунсенче Галина Ильинична йĕлтĕрпе ярăнма кăмăллать. Унпа Л.Левая, Н.Чернова пенсионеркăсем те юнашар. Вĕсемех скандинави мелĕпе утассине кăмăллаççĕ. Шăллĕн çемйи сывă пурнăç йĕркине çирĕп тытса пырать, вĕсем «Улăп» комплексри бассейна ишме çÿреççĕ. «Халĕ пушă вăхăт нумай. Ĕлĕкхи пек каланкка хутса шыв йăтса нушаланмастпăр», – тет Галина Ильинична.

Çак кунсенче аслă çулхи çынсен уявне паллă тума кĕнеке нумай вулакана Патреккелĕнчи культура çуртне, Елчĕкри библиотекăна чĕннĕ. Пĕрле пухăнсан калаçса лармалли, аса илмелли нумай тупăнать. Кашнийĕшĕ хăйĕн савăнăçĕ е хуйхи-суйхи пирки каласа пама тăрăшать ку чухне. Ватлăх çинчен аса илсе кулянса ларма вăхăт çук унăн.

Л.ЗАЙЦЕВА.

Сăн ÿкерчĕкре: тус-тантăшсем библиотекăра.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code