Вторник, 23 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ĕнерхи ертÿçĕ – çыравçă

Ĕнерхи ертÿçĕ – çыравçă

Илья Левый 6 çул хушшинче виçĕ кĕнеке пичетлесе кăларма пултарнă çыравçă. Вĕсенче Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхне кĕрекен ялсен, пĕрлешÿллĕ хуçалăхсен, шкулсен историне, нумай çыннăн кун-çулне çутатнă.

Иртнĕ ĕмĕрĕн 70-80-мĕш çулĕсенче И.Левый «Знамя» колхоз председателĕнче вăй хунă. Çав тапхăрта тĕп тата вăтам звенори специалистсен экономика вĕренĕвне ертсе пыратчĕ. Асăннă ĕçе нумай çул тÿрĕ кăмăлпа туса пынăшăн ăна «Чăваш АССР тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ» хисеплĕ ят панă. Район историйĕнче хуçалăх ертÿçисенчен çакнашкал чыслава тивĕçни пулман-ха.

Теветкеллĕх, кирек мĕнле ĕçе юратса та тĕплĕ тума хăнăхни ăна тивĕçлĕ канăва тухсан алла ручка тытма хистенĕ. Çапла, вăхăт иртнĕçемĕн кĕнекесем те «шăранса» тухнă. Виççĕмĕшне, «Ял тымарне», иртнĕ кунсенче ялти вулавăшра хакларĕç.

200 страницăллă кĕнеке икĕ пайран тăрать. Çирĕклĕ Шăхаль тата Мучар ялĕсем çинчен пур енлĕн те анлăн уçса пама мехел çитернĕ автор – тишкермен ыйту çук та пулĕ. Чи пĕлтерĕшли – йăх-несĕл тымарĕсене тĕпчени. Алфавит йĕркипе вырнаçтарнă текстсенче 158 хушамат. Вĕсене 5-7 сыпăк таранччен тĕпченисем те пур.

Çемье, хурăнташлăх çыхăнăвĕсен историйĕ паянхи ăрăва çав ĕçе малалла тăсма хистениех. Çулсем иртсе пынă май çут тĕнчене килсе пыракансем ăна аслăлатса пыма тивĕç.

Харсăр çыншăн канăçлăх ют. Илья Иванович ялти тылпа ĕç ветеранĕсен организацине ертсе пырать. Кашни çынпа пĕр чĕлхе тупнă. «Эмметево», «АСК-Яльчики» хуçалăхĕсен ертÿçисем те унăн яланхи партнерĕсем: вĕсенчен пулăшу яланах килет. Кĕнекесем кăларассинче те çаплах.

Илья Иванович – Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхĕн хисеплĕ гражданинĕ. Кăçал ăна республикăри таврапĕлÿçĕсен пĕрлĕхĕ «Хисеплĕ таврапĕлÿçĕ» ят панă.

– Хисеп-сум туни тата вăйлăрах ĕçлеме хистет, ăна тÿрре кăлармалла, – тет пултаруллă калем ăсти.

Апла пулсан автора çĕнĕ чун çимĕçĕсем калăплама ăнăçу, çирĕп сывлăх сунар.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code