Пятница, 19 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Образование > Ĕçлĕ ашшĕ-амăшне меллĕ

Ĕçлĕ ашшĕ-амăшне меллĕ

Хальхи вăхăтра ашшĕ-амăшĕ питĕ ĕçлĕ: нумайăшĕн шкула кайса ачи вĕренÿре мĕнле ĕлкĕрсе пынипе, ăна килте тума мĕнле ĕçсем панипе тата ыттисемпе кăсăкланмашкăн вăхăчĕ çитмест. Ун пеккисене патшалăхăн çĕнĕ проекчĕ пулăшатех. Ашшĕпе амăшне интернетпа çыхăнтармалли хатĕр кирлĕ, вара пурне те пĕлме пулать. Ку вăл – шкул ачин электронлă дневникĕ.

Электронлă дневниксемпе пирĕн патăмăрта темиçе çул каяллах усă курма пуçланă. Вĕсене пăхса ашшĕ-амăшĕ ачине киле мĕнле ĕç панине, çав хушусене ывăл-хĕрĕ пурнăçлани-пурнăçламаннине, ăна хăш предметпа мĕнле паллă лартнине пĕлме пултарать. Тĕслĕхрен, ача чирленĕрен шкула каяйман тейĕпĕр. Вĕренÿре юлса пырас мар тесен килти ĕçе тумаллах. Электронлă дневнике уçсан вăл е ку предметпа мĕнле хушу панине тÿрех пĕлеетĕн.

Унсăр пуçне уроксен расписанине те пăхма май пур. Ашшĕ-амăшĕн пухăвĕ хăçан иртет, шкулта çывăх вăхăтра пысăк пĕлтерĕшлĕ мĕнле мероприяти йĕркелеме палăртнă – çакăн пирки те информаци пур. Вĕренÿ курсĕсем – предметсемпе хушма мультимеди материалĕсем – вĕренекенсемпе вĕсен çывăх çыннисемшĕн те усăллă пулĕç.

Электронлă дневникра çавăн пекех «Форум», «Почта», «Вăтам балл динамики», «Отчет: пĕтĕмлетÿ паллисем» /вĕренекенĕн паллисем пирки тулли отчет илме май парать/, «Ашшĕ-амăшĕ валли информаци çырăвĕ» пайсем пур.

Çапла вара статистика тума, шкул ачи мĕнле ĕлкĕрсе пынине кура паллăсене «тÿрлетме», вăл е ку предмета тарăнрах вĕренме май килет. Учительсемпе те çыхăнма çăмăлрах. Ачасем вара электронлă дневника çухатаймаççĕ, япăх паллăсене те хутли çинчи пек улăштарса хураймаççĕ.

Электронлă дневникпа усă курас тесен интернетпа çыхăнтарнă /компьютер, планшет, телефон/ кирлĕ. Ăна уçас тесен ашшĕ-амăшĕн малтан «Сетьлĕ хула. Вĕрентÿ» комплекслă автоматизациленĕ информаци тытăмне «кĕмелле». Ку утăма Патшалăх пулăшăвĕсен пĕрлехи порталĕ урлă та тума пулать. Электронлă дневника шкул ачи хăй тата унăн ашшĕ-амăшĕ çеç ятарлă парольпе тата логинпа «кĕреет». Çавăнпа ача вăл е ку предметпа мĕнле паллă илнине ют çынсем пăхаймаççĕ. Хальхи йышши дневникпа усă курма меллĕ, унăн дизайнĕ куçа ывăнтармасть.

«Сетьлĕ хула. Вĕрентÿ» информаци тытăмĕнче электронлă журналсем те пур. Çакна пула учительсем алăпа çыра-çыра хут нумай пĕтермеççĕ.

С.СКВОРЦОВ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code