Суббота, 20 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Образование > Вĕрентекен – сăваплă професси

Вĕрентекен – сăваплă професси

Ĕçне чун-чĕререн парăнса пĕтĕм пурнăçне вĕренÿ ĕçне халаллать вăл, ачасене ăс-тăн панисĕр пуçне чун-чĕрин ăшăлăхне парнелет.

Елчĕк районĕнче Вĕрентекен кунне анлăн паллă турĕç. Професси уявĕпе вĕсене чи малтанах Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан – райадминистрацин вĕренÿпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Леонард Левый саламларĕ.

– Сирĕн ĕçĕр пархатарлă. Пурнăçăра вĕрентÿ тата воспитани ĕçне халалланă май ĕçе чун-чĕререн парăнса пурнăçлатăр, вĕренекенĕрсен çитĕнĕвĕсемпе хавхаланатăр. Районти шкулсенчи учительсем çамрăк ăрăва пĕлÿ парас ĕçре çĕнĕ вĕренÿ программисене алла илсе, пысăк пĕлтерĕшлĕ проектсене хутшăнса пысăк çитĕнÿсене çывхартни, район, республика, Раççей шайĕнчи тĕрлĕ конкурссемпе олимпиадăсене хутшăнса малти вырăнсене йышăнма пултарни – ырă пулăм. Тавах сире сăваплă ĕçĕршĕн, – палăртрĕ Леонард Васильевич.

Салам сăмахĕсем çумне Чăваш Республикин ачасен прави енĕпе ĕçлекен уполномоченнăйĕ Елена Сапаркина, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Петр Краснов, Елчĕк район пуçлăхĕ Ираида Васильева хутшăнчĕç, пархатарлă ĕç-хĕлшĕн тав тунă май çăмăл мар ĕçре тÿсĕмлĕх, çирĕп сывлăх, телей, ырă ĕмĕтсене пурнăçласа пыма çитĕнÿсем сунчĕç.

Чылай çул тÿрĕ кăмăлпа тăрăшнă вĕрентекенсем министерствăсемпе ведомствăсен Хисеп хучĕсемпе Тав хучĕсене, укçан премие тивĕçрĕç.

Шăмалак шкулĕнче физкультура учителĕнче ĕçлекен Станислав Сидорова Раççей Федерацийĕн вĕрентÿ сферин хисеплĕ ĕçченĕ ята парса чысларĕç. Вĕренекенсене Пĕтĕм Раççей шайĕнчи, пĕтĕм халăхсен хушшинчи олимпиадăсене тивĕçлипе хатĕрленĕ вĕрентекенсене уйрăммăн сумларĕç. Вĕсен йышĕнче: Çирĕклĕ Шăхалĕнчи физкультура учителĕ Олег Осипов, Елчĕк шкулĕнчи технологи учителĕ Сергей Долгов, Курнавăш шкулĕнчи Вера Воронова тата Надежда Кузнецова тата ыттисем те.

Йăлана кĕнĕ тăрăх, çамрăк вĕрентекенсене – Елчĕк шкулĕнчи Марина Кудрявцевăпа Екатерина Мироновăна педагогсен йышне илчĕç.

Уява концерт хаваслăх кÿчĕ.

Елена ПЕТРОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code