Суббота, 20 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Пĕр тăвансен призĕсемшĕн

Пĕр тăвансен призĕсемшĕн

Хăвăлçырмари культура çуртĕнче СССР спорт мастерĕсен Алексейпе Андрей Трофимовсен призĕсене çĕнсе илессишĕн кире пуканĕн спорчĕн районти ăмăртăвĕ иртнĕ. Унта шкулсенчи 100-е яхăн спортсмен хутшăннă.

Ăмăртăва хутшăнакансене тата куракансене район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Л.Левый, ăмăрту йĕркелÿçи А.Трофимов, паллă журналист, спорт ветеранĕ П.Сидоров саламланă, Петр Петрович Андрейпе Алексей Трофимовсен ашшĕне, Николая, Чăваш Енри кире пуканĕн спорчĕн федерацийĕн президентĕнчен, хамăр ентешрен Ю.Карповран асăнмалăх парне парса чыс тунă.

Хăйсен виçисенче пĕрремĕш вырăна И.Герасимова /Çирĕклĕ Шăхаль шкулĕ/, В.Айдарова /Патреккел/, А.Петров, Л.Цветков, А.Константинов, А.Афанасьев, А.Фомина /Курнавăш/, М.Смирнова /Кивĕ Эйпеç/, А.Левая, В.Дрожжин /Хăвăлçырма/, А.Казаков, Д.Петрова /Елчĕк/ тухнă. Иккĕмĕш вырăнта – М.Николаева, А.Ефимов, А.Иванова, П.Афанасьева /Курнавăш/, Е.Семенова, И.Игнатьев /Елчĕк/, Н.Солин, Д.Жуков, Э.Стекольников /Тĕмер/, К.Кузнецов /Аслă Таяпа/, Д.Московская, М.Карсакова /Патреккел/. Виççĕмĕш вырăнсене А.Чайкина, М.Хардова, Д.Иванов /Елчĕк/, В.Савинова, В.Павлова /Кĕçĕн Таяпа/, С.Муллин /Тĕмер/, В.Доброхотов /Патреккел/, Н.Васильев /Çирĕклĕ Шăхаль/, Д.Семенов /Çĕнĕ Пăва/, К.Амаюкова /Аслă Таяпа/, Л.Яшин /Хăвăлçырма/, С.Смирнова /Кивĕ Эйпеç/ йышăннă.

Вăтам шкулсенчен пĕрремĕш-виççĕмĕш вырăнсене Курнавăш, Елчĕк, Çирĕклĕ Шăхаль шкулĕсем, тĕп шкулсенчен – Патреккел, Тĕмер, Кивĕ Эйпеç шкулĕсем пайланă.

Ăмăртăва çÿллĕ шайра ирттерме пулăшнă пĕр тăван Трофимовсем, «Слава картофелю», «АСК-Яльчики» ОООсен ертÿçисем Х.Идиатуллинпа Ю.Галкин тав сăмахне тивĕçлĕ.

П.СМИРНОВ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code