Четверг, 28 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Телее тавăратăпах

Телее тавăратăпах

«Пурнăçри ỹкерчĕксем» ярăмран

Телее тавăратăпах

Иртенпех канăçсăрланчĕ Валера. Хăйне валли ларма-тăма вырăн тупаймарĕ вăл. Арăмĕ япалисене пуçтарса тухса кайнăранпа шăп çур çул çитрĕ паян. Вутсăрах çунакан чĕрине ниепле те йăпатаймăн. Пỹлĕмре пур кĕтес те ют. Пỹртре çеç мар, чунра та пушă. Мăшăрĕпе юнашар ларса ỹкерĕннĕ сăн ỹкерчĕк куçĕ тĕлне пулчĕ. Ăна çĕмĕресрен хăранăн асăрханса тытрĕ, чĕри çумне пăчăртарĕ арçын.

Ĕшенчĕк куçĕсенчен шултăра та вĕри тумламсем юхса анчĕç. Кам калать арçын макăрмасть тесе? Вĕсем те чунсăр мар-çке, чун йĕрсен куççуль тухатех. Алевтинăн куççуль витер каланă сăмахĕсем асран тухмаççĕ: «Çак çулсен хушшинче телей мĕнне курмарăм, тĕрек мĕнне туймарăм. Хакламастăн эс мана, текех тỹсейместĕп ку пурнăçа». Ỹкĕтлени те, ырă енне улшăнма шантарни те тавăрмарĕ хĕрарăма.

Ура çинче çирĕп тăракан çемьере çитĕнчĕ Валера. Пысăк завод пуçлăхĕнче тăрăшакан ашшĕ пĕртен-пĕр ывăлне тетте-вăйăран, пурлăхран татмарĕ. Ытти ачасен хушшинче уйрăлса тăчĕ вăл яланах. Вун çиччĕ тултарсанах чаплă автомашина парнелерĕ ашшĕпе амăшĕ. Хитре те шукăль тумланакан çăмăл машиналлă каччăна нумай хĕр куç хыврĕ. Вĕсене улăштарсах тăчĕ йĕкĕт. Хĕрĕсем те хăйсемех мăйран уртăнатчĕç тата, суйла анчах кăмăл туртнине.

— Юрататăп, — тесе пуçĕсене çавăрса машинăпа ярăнтарчĕ, кафе-ресторана илсе çỹрерĕ вĕсене.

Çулсем иртрĕç, вăхăт шурĕ. Çамрăклах шавлă дискотекăсенче, хаваслă уявсенче киленнĕ каччă 3 теçетке çула çывхараспа çемье пирки шухăшлама пуçларĕ. Анчах кăмăла каякан пике çук. Çамрăкрах чухнехи пек çăмăлттай, виçесĕр хăюллă, тỹрккес хĕрсем мар, урăххисем кирлĕ иккен авланма. Сăпайлă, ăслă-тăнлă, ырă кăмăллă, ĕçчен те пултаруллă, çепĕç, таса, хăйне никампа та улăштарман хĕрсем патне чунĕ туртать халь чĕре.

Çуркунне — çутçантăлăкăн чи асамлă вăхăчĕ. Йывăç-курăк анчах мар, хĕл ыйхинчен вăраннă хыççăн этемĕн чун-чĕри те çĕнĕрен чĕрĕлсе вăй илет тейĕн çак тапхăрта. Йывăçсем шап-шурă чечекре. Çывăх юлташĕн çуралнă кунне сад пахчинче палăртма калаçса татăлчĕç çамрăксем. Хăнасем хушшинче Алевтинăна тỹрех асăрхарĕ йĕкĕт. Яланхилле куштаннăн пăркаланса пырса тăчĕ вăл ун умне.

— Сирĕнпе паллашма юрать-и? Мана Валера тесе чĕнеççĕ, — йăл кулчĕ куçĕсене çиçтерсе.

— Алевтина, — сăпайлăн хуравларĕ хĕр.

— Тен, манпа пĕр çаврăм ташлатăр?

— Каçарăр та, кăмăл çук, — сисчевлĕн тинкерчĕ хĕр каччă куçĕнчен. — Урăххине чĕнсемĕр.

«Сăпайлă, çав вăхăтрах çирĕп. Савнă çынни пурах ĕнтĕ хитрескерĕн», — шухăшларĕ Валера, хĕрсем унăн кăмăлне хирĕç кайнине туйса курманскер.

Çак кунран канăçне йăлтах çухатрĕ Валера. Юрату туйăмĕ пуçĕпех çавăрса илчĕ ăна — ларса-тăма пĕлмерĕ, хăйне валли вырăн тупаймарĕ. Çак çулччен пурăнса та туйса курман иккен вăл юратăвăн асамлă туйăмне. Каçсерен те лăпкăн çывраймарĕ, хĕр асран тухмарĕ. Шăпа час-часах курнăçма май туса пачĕ хĕрпе каччăна. Анчах та Валера пĕрре те хĕр умне пырса калаçма сăлтав тупаймарĕ. Нихăçан та вăтаннине е хăюсăрланнине астуманскер йăлтах тĕлĕнчĕ каччă хăйĕнчен.

Ялта фельдшер пунктĕнче медсестрара тăрăшакан кỹршĕ ял хĕрне шăпа хăйех вĕсен çуртне илсе çитерчĕ пĕринче. Валерăн амăшĕ ăнсăртран аптăраса ỹкнĕччĕ. Васкавлă пулăшу машини çитиччен Алевтина пĕррĕмĕш пулăшу парса Маргарита Ивановнăн пурнăçне çăлса хăварчĕ. Унăн сывлăхĕшĕн тăрăшса каярах та час-час кĕрсе çỹрерĕ Ивановсем патне чун çунтармăш хĕр. Унăн кашни хусканăвне куç сиктерми сăнарĕ каччă. Çакна туйса-и, ĕçленĕ вăхăтра хĕрĕн пичĕ пан улми евĕр хĕрелетчĕ.

Çавăрчĕ-çавăрчех япшар чĕлхеллĕ йĕкĕт пикене хăй енне. Чаплă туй кĕрлеттерчĕç çамрăксем. Пĕрлешсенех ял хĕрринче пысăк çурт çĕклесе пачĕ вĕсене каччăн ашшĕ-амăшĕ. Авлансан Валера ашшĕ патĕнче цех начальникĕнче тăрăшма пуçларĕ. Мĕн кирлĕ телейлĕ пулма пурнăçра? Çамрăксен иккĕшĕн те ĕç пур. Кермен евĕр çурт-йĕрте пурăнаççĕ. Юратнă арăм арçынна ĕç хыççăн яланах хаваслăн кĕтсе илет, мăшăрне ăнланать, ырă канаш-сĕнỹпе, ăшă сăмахпа йăпатма пĕлет. Анчах шавлă пурнăçа хăнăхнă Валера часах улшăнчĕ. Хаваслă ташă каçĕсем, ют хĕрсемпе хĕрарăмсем илĕртрĕç ăна. Хăй тỹрĕ чунлă пулманран-ши, мăшăрĕнчен сăлтавсăрах кĕвĕçме, харкашма, ун çине алă çĕклеме пуçларĕ. Тỹсрĕ хĕрарăм.

— Ача парнелеме шухăшлатăн-и-ха?

— Хăв улшăнмасăр ача пирки ан та шухăшла, — пат татса хучĕ Алевтина.

Асапланчĕ хĕрарăм. Сывлăх енчен хавшама пуçласан тăрлавсăр мăшăрĕпе текех пурăнма çуккине туйрĕ вăл…

Валера тĕкĕр çине пăхрĕ. Хăйне хирĕç тинкерекене паллаймарĕ вăл: сухалне хырман, тăрпаланчăк çỹç-пуç, шала путса кĕнĕ ĕшенчĕк куçсем, пичĕ çинче — пĕркеленчĕксем. Хĕрсемпе хĕрарăмсем пур-ха унăн. Утăм тума памаççĕ, анчах та пĕрне те Алевтинăпа танлаштараймăн вĕсене. Унăн ăнланăвĕ, ачашшăн лăпкани, çепĕç сăмахпа ăшăтни çитмест арçынна. Диван çинче выртаканскер вăш! çеç сиксе тăчĕ арçын, çăвăнмалли пỹлĕме васкарĕ. Çăвăннă тата хырăннă хыççăн шăлаварĕпе кĕпине якатрĕ, кил-çуртне пуçтарчĕ-тастарĕ.

— Ỹкĕнсе Алевтинăран каçару ыйтăп, — вĕлтлетрĕ шухăш пуçра. — Хам унсăр пурăнма пултарайманнине ĕнентерĕп.

Васкаса тумланса хваттертен тухрĕ. Çула май чечек лавккине чарăнчĕ…

Елена ПЕТРОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code