Пятница, 11 октября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Иртни чуна ăшăтать

Иртни чуна ăшăтать

1967 çулта эпĕ Чкалов ячĕллĕ хуçалăхра экономистра ĕçлеме пуçларăм. Вăл вăхăтра комсомол организацине Геннадий Александрович Изосимов ертсе пыратчĕ.

Пултаруллă çамрăкчĕ вăл, юрра-ташша ăстаччĕ, ĕçре малта пыратчĕ. Ун чухне чылай çĕрте комсомол организацийĕн секретарĕн ĕçне обществăлла майпа пурнăçласа пынă. Геннадий Александрович тăван хуçалăхра водительте тăрăшатчĕ. Колхоз ĕçĕнчен пушанма çăмăл маррине палăртса хуçалăхри комсомолецсен отчетпа суйлав пухăвĕнче Геннадий комсомол организацийĕн секретарьне мана суйлама сĕнчĕ. Унăн шухăшĕпе çамрăксем килĕшрĕç, хам та хирĕçлемерĕм. Çак пухурах Геннадий Изосимова районти комсомол организацийĕн конференцине кайма делегата суйларĕç, ун хыççăн вăл республикăри комсомолецсен XXVIII конференцине хутшăнма тивĕçрĕ. Каярах чылай çул Кĕçĕн Таяпари культура çурчĕн директорĕнче вăй хучĕ, мана ĕçре пулăшса пычĕ.

Иртнĕ ĕмĕрĕн 60-70-мĕш çулĕсенче комсомолецсен ячĕ-сумĕ пысăкчĕ, çамрăксем хастаррăн тăратчĕç вĕсен ретне.

Комсомолпа профсоюз организацийĕсем алла-аллăн тытăнса ĕçлесе пыратчĕç. Профсоюз комитечĕн председателĕпе Зоя Головинăпа кашни ялта, кашни ĕç участокĕнче пулма тăрăшаттăмăр, калаçусем йĕркелеттĕмĕр, концертсемпе спектакльсене хатĕрлеме çынсене явăçтараттăмăр. 1968 çулта Пĕтĕм Союзри комсомол организацийĕ 50 çул тултарчĕ. Ун умĕн çак юбилее халалласа пысăк стенд хатĕрлерĕмĕр.

Тĕрлĕ ĕç пурнăçланă эпир. Ялти хĕрсене – Галина Никоновăпа Валентина Савиновăна комсомол путевкипе Ленинграда ĕçлеме ятăмăр. Унтах çемье те çавăрнă вĕсем. Телей тупнăшăн тав сăмахĕ те каларĕç.

Комсомолта ĕçленĕ çулсем, çамрăклăх питĕ хăвăрт иртсе кайрĕç. Çак тапхăр пурнăçри чи илемлĕ, асра юлмалли çулсем пулчĕç. Халĕ çакна куç умне кăларса тăрататăп та, чунра ăшă хум чупса иртет. Шел, паянхи çамрăксенчен чылайăшĕ нимпе те интересленмест. «Ватăлсан мĕн аса илĕç-ши вĕсем;» – тесе шухăшлатăп вара.

Любовь ИВАНОВА.
Кĕçĕн Таяпа.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code