Вторник, Октябрь 20, 2020   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная >  Физкультура и спорт > Спорт форумĕ иртнĕ

Спорт форумĕ иртнĕ

Октябрĕн 10-12-мĕшĕсенче Ульяновскра Пĕтĕм тĕнчери VII «Раççей – спорт çĕршывĕ» спорт форумĕ иртнĕ.

Унта Раççейĕпе ют çĕршывсенчен килнĕ виçĕ пин ытла хăна пуçтарăннă. Вĕсен йышĕнче регион тата федераци шайĕнчи власть органĕсен ертÿçисем, Олимп юхăмĕн представителĕсем, спорт организацийĕсен хастарĕсем, общество деятелĕсем, тĕнче шайĕнчи спортра палăрнисем пулнă. Мероприятие килнисене РФ Президенчĕ Владимир Путин саламланă.

Форумра Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та пулнă. Вăл октябрĕн 10-мĕшĕнчи «Физкультура тата спорт: аталанăвăн çĕнĕ тĕллевĕсем» пленарлă ларăва хутшăннă. Лару «Волга-Спорт-Арена» пăр керменĕнче иртнĕ, РФ Правительствин Председателĕн çумĕ Ольга Голодец, РФ спорт министрĕ Павел Колобков, Ульяновск облаçĕн губернаторĕ Сергей Морозов тухса калаçнă.

Пĕтĕм тĕнчери VII «Раççей – спорт çĕршывĕ» спорт форумĕнче РФ Спорт министерствипе Чăваш Республики хушшинче килĕшÿ тунă.

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code