Четверг, 25 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Общество и право > Телефонăра параймăр-ши?

Телефонăра параймăр-ши?

Ют пурлăха, укçа-тенке куç хывакан çынсен халăха улталамалли меслечĕсем çĕнелсех тăраççĕ.

Çакăн евĕр тĕслĕхсем вăй илнĕ юлашки вăхăтра. «Чăрмав сиксе тухрĕ. Хамăрăн телефон çинче укçа пĕтнĕ. Тăвансем е юлташсем патне васкавлăн шăнкăравласа яма телефонăра параймăр-ши?» – ĕнентерÿллĕн калаçса пырса тăраççĕ вĕсем хула е ял урамĕпе утса иртекен çынсен умне.

«Телефонне йăтаççĕ те тараççĕ» текен шухăш пырса кĕчĕ пулĕ çак йĕркесене вуласан хăшĕ-пĕрисен пуçне. Ку тĕслĕхре урăхларах лару-тăру. Ют телефонпа усă курас текен, тепĕр юлташĕ телефон хуçине калаçтарса тăнă вăхăтра, телефон счечĕ çинчи укçа-тенке хăвăрт çеç хăйĕнни çине куçарать те, çывăх çыннине шăнкăравланă пек тăвать. Ăшшăн тав туса уйрăлаççĕ вĕсем ыр кăмăллă телефон хуçинчен. Лешĕ вара счет çинчи укçа-тенкĕсĕр тăрса юлать.

Палламан çынсене вăш-ваш телефон тыттарасран асăрханăр, тимлĕ пулăр.

И.ЖИРНОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code