Вторник, Июнь 2, 2020   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная >  Физкультура и спорт > Юлчĕ хыçа çуллахи спорт сезонĕ…

Юлчĕ хыçа çуллахи спорт сезонĕ…

Аслă Елчĕкри стадионта çуллахи спорт сезонĕ хупăннă ятпа районти çăмăл атлетсен эстафети иртрĕ. Сывă пурнăç йĕркипе туслисене район администрацийĕн пуçлăхĕн ĕçĕсене пурнăçлакан Леонард Левый саламларĕ, ăнăçу сунчĕ.

Ăмăртура пĕтĕмпе 30 команда вăй виçрĕ. Район администрацийĕн пайĕсен ушкăнĕнче ялан малта пулма ăнтăлакан вĕренÿпе çамрăксен политикин тата ял хуçалăх пайĕсен пĕрлештернĕ команди финиша пĕрремĕш çитрĕ. Кунта çĕнтерĕве никĕслекенĕ çамрăксен ыйтăвĕпе тимлекен эксперт специалисчĕ Марина Вастулова пулчĕ. Вăл, малтанхи тапхăрта старта тухнăскер, ыттисене хыçа хăварса хăйĕн командине саппаслăх 15-20 метр туса пачĕ. Централизациленĕ бухгалтерин харсăр ĕçченĕсем тата йĕркелÿпе культура пайĕсен пĕрлехи йышĕ иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене йышăнчĕç.

Ял тăрăхĕсен командисенче ăмăрту положенийĕпе килĕшÿллĕн икшер хĕрарăмпа икшер арçын чупрĕç. Халĕччен эстафетăна ялан хастар хутшăннă Тăрăмпа Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхĕсен администрацийĕсем темшĕн командăсем тăратма май тупайман. Асăннă ушкăнра старта тухичченех Курнавăшсене лидер шутне кĕртрĕç пулинех, мĕншĕн тесен Лариса Гладкова хăй чупать-çке! Шкул çулĕсенче те, хальхи ÿсĕмре те ăмăртусенче тăтăшах малта пулма хăнăхнă та вăл. Ун хыççăнах çĕнтерĕве ял пуçлăхĕ Алексей Мартышкин çывхартрĕ. Иртнĕ уйăхри çĕнтерÿçĕсем – Лаш Таяпасем – хальхинче 2-мĕш вырăнпа çырлахрĕç. Стадион хуçисем, Аслă Елчĕксем, виççĕмĕш.

Предприятисемпе организацисен тата учрежденисен ушкăнĕнче пурĕ те 4 /!/ команда çеç тупăшрĕ. Çулсерен хутшăнаканнисемех: тĕп больница, «Улăп» ФОК, ветстанци, Елчĕкри централизациленĕ клуб тытăмĕ. Финиша та çак йĕркепех çитрĕç вĕсем.

Вĕренÿ учрежденийĕсенче ĕçлекенсем хушшинче эстафетăри кĕрешÿ яланах çивĕч иртет. Тĕп шкулсенчен Шăмалаксене çитекен пулмарĕ. Кĕçĕн Таяпасем хăш çул пьедестал çине хăпарманнине хăйсем те астумаççĕ пулĕ. Халĕ те иккĕмĕш. Аслă Таяпасем пĕлтĕрхи виççĕмĕш вырăна тепĕр хутчен çирĕплетрĕç.

Çĕнĕ Пăвасем вара вăтам шкулсем хушшинче палăрчĕç. Чăннине каласах хăварар: вĕсем призерсен йышне те тахçанах кĕменччĕ. Саламлатпăр! Аслă Елчĕксен иккĕмĕш вырăнĕ те ылтăнпа тан. Иртнĕ çул 4-мĕш пулнине шута илсен. Яланхи ăнăçуллă команда – Курнавăш шкулĕ – виççĕмĕш.

Мала тухнă командăсене дипломсемпе, парнесемпе чысларĕç.

Николай МАЛЫШКИН.

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code