Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Пурте пĕр çын пек – пĕр шухăшлă

Пурте пĕр çын пек – пĕр шухăшлă

Кĕркуннехи тапхăрта тăван тавралăха тирпей-илем кĕртмелли вăхăтпа усă курса районта пурăнакансем тĕрлĕ ĕçсем туса ирттереççĕ.

Çанталăкĕ те чылайранпа уяр, ăшă тăрать – чăн-чăн ылтăн кĕркунне хуçаланать. Çавна май предприяти-организацире, учрежденире вăй хуракансем те хăйсем ĕçлекен вырăнти территорие тирпей-илем кĕртме хавас кăмăл-туйăмпа хутшăнаççĕ.

Елена Портнова ертсе пынипе Аслă Пăла Тимеш ялĕнчи Ленин урамĕнче пурăнакансем тинех «Победа» ОООри ĕне фермин территорийĕ шутланакан вырăнта вăрттăн йĕркеленĕ свалкăран хăтăлнă анчах мар, малашне çак вырăнта сад пахчине йĕркелесе ярасси пирки те çирĕп шухăш тытнă. Вырăнти ял хуçалăх предприятийĕн директорĕ Николай Головин пуçару ушкăнĕн сĕнĕвне ырласа йышăннă, сад ĕрчетес ĕçре пулăшма та пулнă. Сăмах май, ял хастарĕсем иртнĕ çул ятарласа уйăрнă лаптăкра çимĕç паракан йывăçсен хунавĕсене те чылай лартса хăварнă. Çак пахча та анлăлансах пырать.

Лаш Таяпари кану паркĕн территорине те иртнĕ кунсенче тĕрлĕрен йывăçсем лартса хăварнă. Çак ĕçе вырăнти культура ĕçченĕсем йĕркелесе ертсе пынă.

Аслă Елчĕк ял тăрăхĕн адмнистрацийĕн тата вырăнти культура учрежденийĕн ĕçченĕсем ялти пысăк масар территорине йĕркене кĕртнĕ – çу каçипе ÿссе çитĕннĕ хыт хурана, ытти ăпăр-тапăра пуçтарса тасатнă.

Сăн ÿкерчĕкре: Аслă Елчĕкри культура ĕçченĕсем – хĕрÿ ĕçре.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code