Пятница, Ноябрь 16, 2018
Главная > Публикации > Тимĕре çыпăçтаракан ăста

Тимĕре çыпăçтаракан ăста

«ДПМК «Яльчикское» ООО ĕçченĕсем професси уявне тулли кăмăлпа кĕтсе илеççĕ. Хальхи вăхăтра вĕсем Аслă Шăхаль ялне каçакан кĕпере тĕпрен юсанă çĕрте тăрăшаççĕ. Рабочисем пĕринчен тепри хастар. Сахал яваплă юлташлăх ертÿçи Вячеслав Сядуков районти çул-йĕре пысăк пахалăхпа тытса тăракан кашни ĕçчене ырăпа аса илет.

Кĕпер çинчех манăн Виталий Тихонов газоэлектросварщикпа çывăхрах паллашма тÿр килчĕ. Паян пуçласа курмастăп ăна, сăнран, хăш ялтан пулнине те пĕлетĕп, мăшăрне те лайăх паллатăп. Çамрăкрах чухне çул çинче ытларах çÿреме тивнĕрен пĕрре мар хăйĕн автомашинипе лартса кайса та çитес çĕре вăхăтлă çитме пулăшнă. Кăмăлĕ ыррине, çынна пулăшма яланах хатĕррине курнă-ха, анчах хăй суйласа илнĕ профессие чунтан парăннине пĕлмен. Сăмах çăмхи сÿтĕлнĕ май коллектив ертÿçинчен, пĕрле ĕçлекенсенчен Виталий Ильич пирки ăшă сăмахсем нумай илтрĕм.

– Хăйĕн ĕçĕнче чăн ăста. Пур енлĕ пултаруллă. Пуçаруçă. Начар енсем çук унăн, – тет Вячеслав Васильевич.

Тăрăм ялĕнче çуралса ÿснĕ каччă шкул парти хушшинчех ÿркенменнипе палăрнă. Ашшĕ, Илья Игнатьевич, ăста газоэлектросварщик пулнăран, унăн кăткăс та çăмăл мар ĕçне сăнанă вăл, унтан хăй алла сварка аппарачĕ тытнă. Малтан ашшĕн сĕнĕвĕсене итлесе ахаль кăна тимĕре «çыпăçтарнă», унтан çак профессие алла илме тĕв тытнă.

Ялти шкулта сакăр класс пĕтернĕ хыççăн Шупашкарти 18-мĕш номерлĕ профессипе техника училищине вĕренме кайнă Виталий. Виçĕ çул хăвăрт иртсе кайнă студентшăн. Практика вăхăтĕнче хулари тĕрлĕ заводсенче пĕлĕвне кăтартнă, каникулта хăнăхăва тата çирĕплетнĕ. Ахальтен мар училищĕрен пиллĕкмĕш разрядлă газоэлектросварщик пулса тухнă вăл.

Дипломлă çамрăк специалист пĕр вăхăт Çĕнĕ Шупашкарти хими комбинатĕнче тăрăшнă. Тăван тăрăха таврăнсан Совет çарне кайма ят тухнă. Строительство батальонне лексе Крымра та хăйĕн специальноçĕпе малалла ĕçленĕ. «Çар строительствин отличникĕ» паллăна тивĕçнĕ. Икĕ çул сисĕнмесĕрех иртнĕ. Салтак тумне хывсан Виталий инçете тухса каяс темен, тĕп килте хунав яма шут тытнă. Чи малтанах вăл район центрĕнчи мелиораци организацийĕнче профессие чунтан парăннине çирĕплетнĕ. Уй-хирти «Фрегатсем» пĕр тикĕссĕн шыв сапчăр тесе нумай вăй хунă. Организаци тăватă района пĕрлештерсе тăнă. «Фрегатсен» шучĕ калама çук нумай. Вĕсене тăтăш пăхса тăмалла, вансан алюминие шăратса çыпăçтармалла. Алюминипе вара кашни сварщик та ĕçлеймест. Виталий Ильич ку енĕпе таврара чăн-чăн маçтăр пулнипе палăрнă. 8 çул тăрăшнă хыççăн организаци саланса кайнă. Виталий Ильич вара тăван хуçалăхра, унтан газ технологийĕсен участокĕнче газоэлектросварщикра ĕçленĕ. Пĕр вăхăт уйрăм предприниматель пулса та хăйне тĕрĕсленĕ, автомашинăсем юсанă. Автомашина кузовĕсене ун пек çирĕп шăратса çыпăçтаракан районта шутпа кăна тенине те илтме тÿр килнĕ.

«ДПМК «Яльчикское» ООО ертÿçисем Виталий Тихонов ăста газоэлектросварщик пулнине лайăх пĕлнĕ, шăпах çак специальноçлă çынна шыранă, ăна хăйсем патне ĕçе йыхравланă. Килĕшнĕ Виталий Ильич. Унтанпа пĕр улшăнмасăр вунă çул тăрăшать кунта.

– Коллектив питĕ лайăх. Килĕштерсе ĕçлетпĕр. Шалăвне те аван тÿлеççĕ, – тет хăйĕн ĕçне чунтан парăннă арçын.

Çăмăл професси тееймĕн унăн ĕçне. Кунĕпе ураран кирза атă каймасть. Хĕлле-и е шăрăх кун – санăн тăтăшах шлем витĕр пăхса тимĕре шăратмалла, çыпăçтармалла. Çак таранччен миçе тонна тимĕр çунтарнине те шутласа кăлараймăн.

– Яка тумпа та çÿреймĕн, шăлавар кăна мар, нуски таран шăтса пĕтет, – калаçăва малалла тăсать Виталий.

Çапах вăл хăй ачаран юратса алла илнĕ профессие урăххипе улăштарманнине палăртать.

Виталий Ильич сахал яваплă юлташлăхри мĕнпур техникăна пăхса тăрать. Автомашинăсем хĕллехи вăхăтра ытларах ванаççĕ. Калăпăр, юр тасатаканнисем час-часах çĕмĕрĕлеççĕ те, кану кунне пăхмасăр ĕçе васкать вăл. Пуçлăхсем хушнине итленипе кăна мар, хăй те чылай чухне пуçарупа тухать. Çамрăксен наставникĕ те вăл. Хăй ăсталăхне çамрăксене вĕрентме ÿркенмест. Шаннă ĕçе ячĕшĕн пурнăçланине кураймăн ăна. Ахальтен мар пĕлтĕр унăн сăнне Тĕп лапамри Хисеп хăми çине вырнаçтарнă. Çавăн пекех Виталий Ильич «Професси енĕпе чи лайăххи» ята та пĕрре мар тивĕçнĕ.

Пушă вăхăт тупăнсан та ахаль лармасть вăл. Тăван-пĕлĕшĕсене кăна мар, пулăшу ыйтсан кирек кама та шăратса çыпăçтармалли ĕçсене туса парать. Ял çинче ырă ята харсăр та пултаруллă ĕçĕпе тивĕçнĕ вăл.

Виталий сывă пурнăç йĕркипе пурăнать. Спортпа туслă. Уйрăмах кире пуканĕ йăтассипе маçтăр. Çамрăкрах чухне ял уявĕсенче кĕрешсе те пĕрре мар мала тухнă.

В.КИРИЛЛОВА.

Сăн ÿкерчĕкре: В.Тихонов.

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code