Вторник, 16 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Официально > Парламентри кадр улшăнăвĕсем

Парламентри кадр улшăнăвĕсем

ЧР Патшалăх Канашĕн черетлĕ 24-мĕш сессийĕнче депутатсем кадрсен улшăнăвĕпе çыхăннă ыйтусене те пăхса тухнă.

Вĕсенчен пĕри – Чăваш Республикин улттăмĕш суйлаври Патшалăх Канашĕн Председателĕн тивĕçĕсене пурнăçламашкăн вице-спикера – бюджет, финанс тата налуксем енĕпе ĕçлекен комитечĕн председательне Альбина Егоровăна шаннă.

Сессире Григорий Данилов депутата социаллă политика тата наци ыйтăвĕсемпе ĕçлекен комитетăн çумĕн должноçĕнчен – вăл хăйĕн ĕç-хĕлне яланхи професси никĕсĕ çинче пурнăçланă – хăтарас ыйтăва та тишкернĕ. Социаллă политика тата наци ыйтăвĕсемпе ĕçлекен комитет председателĕн çумĕн должноçне коммунистсен партийĕн фракцийĕнчи депутата Александр Андреева суйланă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code