Вторник, 23 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Хĕрарăмсем спортра та харсăр

Хĕрарăмсем спортра та харсăр

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «Чăваш Енри хĕрарăмсен союзĕ» общество организацийĕн Çĕнĕ Шупашкарти уйрăмĕн VI спартакиадине уçма хутшăннă.

Спартакиада пĕрремĕш хут 2013 çулта иртнĕ. Ун чухне тăхăр команда тупăшнă. Кăçал спорткомплекса химиксен хулинчи хĕрарăмсен 30 клубĕ е 300 ытла çын пухăннă.

Спорт уявне уçнă май Михаил Игнатьев союз пултаруллă та пуçаруллă, ĕçчен те хастар хĕрарăмсене пĕрлештерсе тăнине палăртнă.

Спартакиада зарядкăран пуçланнă. Унтан шывра ишес, шахмат, шашка, сĕтелçи теннис, пионербол енĕпе ăмăртусем иртнĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code